Эрне варричченех çанталăк ăшă та çумăрлă пулать.
Паян Тутарстанри Кама леш енчи районсенче пăрлă çумăр çунине пӗлтерчӗç Аксу, Çарăмсан тăрăхӗнчи пирӗн вулакансем. Вӗсен сăмахӗсем тăрăх юхтарса çунă çумăр пахча-çимçе пысăк сиен кӳнӗ. Çурхи шыв евӗр урам, пахчасем тăрăх шыв юхнă. Гидрометцентр ӗçченӗсем пӗлтернӗ тăрăх, ăшă та çумăрлă çанталăк эрне варричченех тăрать. Тунтикун та вырăн-вырăнпа çил вăйланать, пăр çăвать.Кăнтăрла +25,+30, çӗрле +13,+18 градус ăшă пулать.
Нет комментариев