Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кама леш енче вӗсене пӗлмен ҫын ҫук-тӑр

Рынокра конкурентлă пулас тесен мӗн-тӗр çӗннине шутласа тупмаллах

Ҫарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киреметӗн вăйпитти çыннисене ял хуçалăхӗ илӗртсех каймасть, нефть отрасльне ӗçе вырнаçма тăрăшаççӗ. Çавăнпа ял хутлăхӗнче 2-3 фермертан ытла мар, ӗне тытакансем те сахал. Çапах яла суйлакансем те пур. Пӗртăван Петрпа Владимир Прокофьевсем ниçта каймасăрах тупăшлă ӗç йӗркелеме пултарнă, 20 çул ытла харпăр предпринимательсем вӗсем.

Кунти инфраструктурăна ăмсанмалăх пур: тӗпрен юсаса çӗнетнӗ шкулпа Культура çурчӗ, вӗр-çӗнӗ ача сачӗпе кантур, пысăк чиркӳ яла илем кӳрсе лараççӗ. Урамсенче каçхине хуларинчен кая мар çутă. Газ, шыв нуши тахçанах çук, çулсене асфальт сарнă, çитес çул тата парк тăвасшăн. Пӗр сăмахпа, пурăн та савăн. «Вăтăр Юман Киремет илемӗпе, хăтлăхӗпе район центрӗ пек, анчах çамрăксем пурпӗр юласшăн мар. Вӗренме хулана кайрӗç пулсан, таврăнмаççӗ», – терӗ ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Самат Закиевич Шамсутдинов ялпа паллаштарнă май ассăн сывласа. 20 çул ытла çак ял хутлăхне ертсе пыраканскершӗн ялăн малашлăхӗ шухăшлаттармасть мар, нумай тăрăшнă вӗт вăл инфраструктурăна лайăхлатас тесе.
Самат Закиевич Прокофьевсем ялта пӗр территорире хăйсен производствине йӗркеленӗ, ура çинче çирӗп тăракан предпринимательсем пулнине палăртрӗ. Хальхи вăхăтра та темиçе тӗрлӗ ӗçпе ӗçлеççӗ вӗсем. Петр Захаровичăн тӗп ӗçӗ тиевлӗ транспорт услугисемпе тивӗçтересси пулсан, Владимир Захаровичăн ятарлă лавккасенче килте кирлӗ япаласемпе ваккăн суту-илӳ тăвасси. Анчах 10 çул ытла ӗнтӗ Çарăмсан, Аксу, Çӗнӗ Шуçăм, Элмет районӗсенче, Самар облаçӗнче пусă, канализаци валли бетон ункăсем туса вырнаçтаракансем, ăста тимӗрçӗсем пек паллă вӗсем.
Эпир пынă вăхăтра пӗр енче хӗрсех арматурăсенчен çавăрса тӗрлӗ размерлă ункăсен каркасӗсем çине бетон яратчӗç пулсан, тепӗр енче тимӗре хӗртсе туптатчӗç, шăратса çыпăçтаратчӗç. Халăх валли хапхасем, мунча кăмакисем, мангалсем, кăсăруксем, чартаксем (оградăсем) тата ыттине питӗ илемлӗн ăсталаççӗ.
Çулла пӗр куна та чарăнмасть кунта ӗç, мӗншӗн тесен сезонлă кăна. Пусă, канализаци ункисене хӗлле яма çук, хапха та лартаймăн. Çавăнпа çуркуннерен пуçласа çӗр шăниччен вăхăтпа туллин усă курса юлма тăрăшаççӗ те. Заказа хăвăрт тата тӗплӗн пурнăçлас шутпа ункăсене запаспа туса хурасси йăлара.
Сăмах май, Прокофьевсем патӗнче çак ял хутлăхӗнчи çынсемех тăрăшаççӗ. Владимир Захарович хăй кăна 10 çынна ӗçе илнӗ, Петр Захаровичăн тимӗрçисем те çак енчисемех. Хăйсем патне ӗçе илнисене хӗлле те ӗçпе тивӗçтерес тӗллевпе малашне ăшă пӳлӗмсем тăвас шухăш пур пӗртăвансен. Владимир Захарович​ унта плиткăсем тăвакан пысăках мар цех уçма ӗмӗтленет. Петр Захаровичăн та ӗçӗ çанталăкран килмӗччӗ ун чух.
Шел, Петр Захаровичпа хăйӗнпе калаçма май килмерӗ хальхинче, эпир пынă вăхăтра вăл ӗçпе кайнăччӗ. Çавăнпа производствипе пӗртăванӗ паллаштарчӗ. Рынокра конкурентлă пулас тесен мӗн-тӗр çӗннине шутласа тупмаллах. Петр Захарович çухалса кайман ав, нумай пулмасть​ чи кирлӗ, çав вăхăтрах тупăшлă та, тепӗр ӗçе хута янă. Çăмăл машинăсен юрăхсăра тухнă дискӗсене тӳрлетсе çӗнетме тытăннă. Прокофьевсен тимӗрçисен алли витӗр тухнă дисксем заводринчен кая мар. Вӗсене тӳрлетнисӗр пуçне сăрлаççӗ те. Куратпăр ӗнтӗ, Вăтăр Юман Киремет тăрăхӗнчи автомобилистсене ăннă. Вӗсен халӗ çӗнӗ диск илсе тăкакланмалла мар, юсама та инçе каймалла мар.
Кунне-çӗрне пăхмасăр сӗтӗрекен ӗçӗн малашлăхӗ пуласса çав тери шанаççӗ пӗртăван Прокофьевсем. Владимир Захаровичăн Çырчаллинче вӗренекен ывăлӗ Андрей алла диплом илсен ялах таврăнма шутлать. Петр Захаровичăн та шанăçӗ пур, унăн икӗ ывăл, пӗри те пулсан ӗçне малалла тăсатех. Ку ӗнтӗ малашне, халӗ вара хăйсем те вăйпитти-ха, çанă тавăрсах ӗçлеççӗ, халăх мӗн ыйтнине тивӗçтерме тăрăшаççӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев