КАМАЗ электростанцисем валли двигательсем тума тытӑнать
Ҫырчаллинчи автогигант тата "Силовые машины" газпа ӗҫлекен поршеньсемлӗ электростанцисем тӑвакан пӗрлехи производство йӗркелесси пирки килӗшӳ тунӑ
Компанисем Раҫҫейре 0,5 мегават хӑватлӑ газ поршенӗсемлӗ модульлӗ электростанци тума тытӑнасшӑн. Ҫӗнӗ электростанцисене тума
КАМАЗӑн тата KAMAZ-Baudouin фирмӑн газпа ӗҫлекен поршеньсемлӗ двигателӗсӗмпе усӑ курӗҫ.
"Силовые машины" ГПЭС валли генераторсем тата сивӗтекен оборудовани тӑвӗ, ҫавӑн пекех управленин автоматизациленӗ системине хатӗрлӗ.
Газпа ӗҫлекен электростанцисене Раҫҫейре туса кӑларни энергетика хӑрушсӑрлӑхне тата ҫӗршывӑн энергоэффективлӑх шайне ӳстерме май парать.
Строительствон срокӗсене хальлӗхе палӑртман, компанисем малашнехи плансене палӑртаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев