Эрне вӗçнелле Тутарстанра 35 градус шăрăх пулмалла
Республика территорийӗнче çанталăк тăнăçлăхпа уйрăлса тăмасть, çумăрсем уярсемпе черетленеççӗ. Çав çавах температура фонӗ самай çӗкленет.
Эрнен иккӗмӗш пайӗнче республика аномалиллӗ шăрăх килет. Ытларикунпа юнкун тата кӗçнерникун çанталăк характерӗ улшăнсах каймасть. Кӗске çумăрсемпе çил пулать. Çапах сывлăш температури июлӗн 26-мӗшӗнчен кăнтăрла 25-30 градус ăшă пулать, каçпа 12-17 градус. 27-мӗшӗнче каç ăшăрах пулать – 17-22 градус, кăнтăрла сывлăш +29, +34 градус таран хӗрӗ. Аслачиллӗ çумăрсене кӗтсех тăрăр.
Нет комментариев