Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КАМШĂН УЯВ, КАМШĂН ТРАГЕДИ

Майăн 9-мӗшӗнче Заинск районӗнчи Çутă Кӳлӗ ялӗ çывăхӗнче параплан ӳкнине, 55-ри арçын вырăнтах вилсе кайнине хыпарлать ТР МЧСӗн пресс-служби. Хальхи вăхăтра инкекӗн сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.

ШЛЕМСĂР ЛАРНĂ

Элмет районӗн территорийӗ урлă иртекен трасса çинче майăн 6-мӗшӗнче пысăк инкек пулнă. Шурă Opel машина хăрушсăрлăх дистанцие пăхăнманнипе икӗ мотоциклпа пырса çапăннă. 2008 çулхи ача çӳретнӗ «Минск» мотоцикл пассажирӗ, çул çитмен хӗрача, тӳрех вилнӗ. Мотошлем тăхăнман пулнă вăл. Аманнă мотоцик­листсене иккӗшне те больницăна ăсатнă...

 

КИЛТЕ АН ТУРТ

Çак кунсенче Нурлат районӗнчи Хура Кӳлӗ ялӗнче çӗрле пӳрт çуннă. Çăлавçăсем çитнӗ тӗле вут çурт-йӗре веçех ярса илнӗ, тăрри ишӗлнӗ пулнă ӗнтӗ. Пушар сӳнтерекенсем киличченех ял çыннисем 70 çулти кил хуçине кăларса ӗлкӗрнӗ. Самай пиçнӗскере вӗсем алăк урати патӗнче асăрханă иккен, анчах ун чухнех сывламан вăл. Пирвайхи тӗрӗслевсем тăрăх, пушар килте пирус туртнипе тухма пултарни паллă. 

 

криминал

ВӖЛЕРСЕХ ПĂРАХНĂ

Кăçал апрелӗн 27-мӗшӗнче Ютаза районӗн йӗрке хуралне 17-ри хӗр çухални пирки хыпар килнине пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби. Преступление хӗрӗн 47-ри ашшех туни паллă. Кун пирки вăл полици уйрăмне хăй ирӗкӗпех килсе каланă. Следствирен курăннă тăрăх, çав кун килте хӗрӗ такампа телефонпа интим темипе калаçнине илтсен чăтайман вăл, хӗрне вăрçма тытăннă. Пусма çинчен тӗксе ярсан лешӗ ӳксе пуçӗпе çапăннă та вырăнтах вилсе кайнă. Преступлени йӗрне пытарас шутпа хӗрне Ик юханшывӗнче путарнă. Виллине тепӗр темиçе кунранах, апрелӗн 30-мӗшӗнче, тупнă. Арçын енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ. 

Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев