Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Май уйăхӗнчи канмалли кунсем

Май уйăхӗнче пире, Раççей çыннисене, чăн-чăн каникул кӗтет. Каннă хушăра мӗн асра тытмалла?

Хальхинче çак кунсенче ӗçлеместпӗр, мӗншӗн тесен:

Май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 5-мӗшӗччен –  Çуркуннепе Ӗç уявӗ.

Май уйăхӗн 9-мӗшӗнчен пуçласа 12-мӗшӗччен – Çӗнтерӳ кунӗ.

Анчах ан манăр, çак вăхăтра Тутарстан территорийӗнче типӗ курăка çунтарма, урамра, вăрманта пушшех те, кăвайт чӗртсе апат пӗçерме, шышлык тума юрамасть. Мӗншӗн тесен апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 10-мӗшӗччен республикăра пушара хирӗç ятарлă режим пырать. Енчен те пушар хăрушсăрлăхӗн çак правилисене пăссан, граждансене 2 000 – 4 000, должноçрисене 15000 – 30 000, предприяти-организацисене 200 000 – 400 000 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество