Майăн 23-мӗшӗнче Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче Пӗтӗм Раççей вырăс наци уявӗ 34-мӗш хут иртрӗ
Çурхи Микула кунне Тутарстанра пурте кӗтеççӗ тесен йăнăшмастпăр пулӗ. Шăп çак тӗн уявӗнчен республикăмăрта наци праçникӗсем пуçланаççӗ. Яланхи пекех, Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче иртекен «Каравон» вырăс наци уявӗ Тутарстансене çеç мар, Пӗтӗм Раççее пуçтарчӗ, 20 пин çын пулчӗ уявра. 300 ытла пултарулăх коллективӗ, республикăран çеç мар, Ульяновск облаçӗнчен, Чăваш Республикинчен, ытти кӳршӗллӗ регионсенчен килнисем пулчӗç.
Шăматкун иртенпе тӗп тӳремре вырăс наци тумӗ тăхăннă пултарулăх коллективӗсем купăс каласа юрăсем шăрантарчӗç. Çак кун уяв курма пынисем те «артистсемпе» пӗрле пурте пӗлекен юратнă юрăсене юрларӗç, ташша тухрӗç. 34 çул каялла уява пӗрремӗш хут анлăн йӗркеленӗ чухне Никольски ялӗнчи «Каравон» фольклор ансамблӗ пысăк тӳпе кӗртнӗ. Ватăсенчен халăх юррисене вӗренсе юлаканнисем те, йăли-йӗркине тӗрӗс тума пӗлекеннисем те вӗсем. Кăçал уяв умӗн ирттернӗ пресс-конференцире журналистсене алран алла тытăнса «кăвакал уттипе» юрласа пыма вӗрентрӗç.
Каравонăн хăйӗн юррисем пулнă иккен. Виçӗ юрă, виçӗ хутчен, виçӗ кун юрламалла пулнă. Ку пӗлӗве те çак легендарлă ансамбль сарать. Палăртма кăмăллă: енчен те ытти çулсенче коллективра ытларах аслă çулсенчисемччӗ пулсан, кăçал çамрăксен, ачасен йышӗ ӳснине асăрхарăмăр.
Пӗтӗмӗшле илсен, кăçал ытти районсенчен килнӗ ансамбльсен те ачасем, çамрăксем хушăнни курăнать. Ку пулăм çамрăксем халăх культурипе, йăлисемпе интересленнине кăтартать ӗнтӗ. «Каравон» тата ытти наци уявӗсем çак интереса тытса пыма, малалла аталантарма пулăшаççӗ.
Пысăк хăнасене кӗтсе илме пурте униче патне васкаççӗ. Пынă çӗртех чăваш юрри илтӗнсе кайрӗ, çаврăнса пăхрăм – Нурлатри «Çăлкуç» ансамбль иккен. Вырăс тумӗ тăхăннăскерсем, шăрантараççӗ çеç чăвашла, «Кай, кай, Ивана» юрласа пама ыйтсан хаваспах килӗшрӗç Нурлатри йăхташсем, çӗкленӳллӗн, пурте пӗлекен, тахçанах халăх юрри пулса тăнăскере пӗрер çаврăм юрларӗç. Çӳлту районӗнчи «Шăхаль» ансамбль те хутшăнчӗ «Каравона». Габишевăри «Весна» ансабль солисткипе Елена Макаровăпа та тӗл пулма тӳр килчӗ. Пӗр сăмахпа, «Караво» вырăс наци уявӗ пулсан та пур наци çыннишӗн, тӗрлӗ тӗн ӗненӗвне тытса пыракансемшӗн çывăх вырăн пулса тăчӗ.
Çулран çул алăстисем йышăнакан лаптăк ӳссех пынăн туйăнать. Маларах вӗсем ярмарккана туса хатӗрленӗ таварӗсене сутатчӗç пулсан, пӗр-икӗ çул каялла мастер-классем ирттерсе кăмăл тăвакансене хăйсен опычӗпе паллашма пуçларӗç (кам тӳлевсӗр, кам укаçалла). Халӗ ăстасем валли «Ăстасен хулинче» сутнă çӗрте ăсталама та май туса панă. Кăçал йывăçпа ӗçлекенсен фестивальне йӗркеленӗ. Эпир кунта хамăрăн ентешпе, Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел чăвашӗпе Александр Ванюков тӗл пултăмăр. Вăл йывăçран касса кăларакан картинăсем мӗн тери илемлӗ пулни çинчен пӗрре мар çырнă эпир «Суварта», тата та çырăпăр. «Каравонра» вăл мастер-класс кăтартрӗ, пӳрт-çурт хăтлăхӗшӗн касса кăларакан чечен кӗлеткесем çеç мар, историе, чăваш халăх историне тӗпе хурса касса тунă хӗç, щит пур кунта. Вӗсене алла тытса сăн ӳкерӗнме те пулать. Хӗçӗ çине руна çырулăхӗпе касса çырни те пур.
Картиш варринче йывăçран моторлă пăчкăпах çын çӳллӗш кӗлеткесем касса кăлараççӗ. Эпир пынă чух Тилӗ кӗлетки хатӗрччӗ те, якатса илемлетесси çеç юлнăччӗ.
Ал ăстисен киоскӗсен ретӗнче Çӗнӗ çул чăрăшне курасса шутламанччӗ, вăл вара акă, ларать умра. Ретро-теттесем мӗн тери чипер! Сӗтел çинчи мăнаçлă Хӗл Мучи тата? Çакăн пек илеме тăвакансемпе хăйсемпе паллашрăмăр – Удмурт Республикин тӗп хулинчен Ижевскран иккен Михалевсем. Юлия Владимировнăпа Валерий Владимирович «Дом куклы» çемье мастерскойне уçнă. Пуканесене çӗр мамăкӗнчен тăваççӗ, çӗрулми крахмалӗпе те усă кураççӗ. Акрил е урăх тӗрлӗ хими сăррисемпе ӗçлемеççӗ, çавăнпа теттесенчен аллерги пулмасть. «Дом куклы» мастерскоя пӗр-пӗр харкам уявпа парне заказ паракансем, сăнӳкерчӗк тăрăх пукане туса пама ыйтакансем йышлине пӗлтерчӗç. Корпаративсем хăйне евӗр парнесем тума хавас иккен.
Хăй тӗллӗн курка тытма вӗренекен ачасене «кружка-непроливайка» парса хăнăхтараççӗ. Чăннипе ку савăт урăхлрах пулнă иккен, керамика таварӗсене сутакансенчен пӗлтӗмӗр çакна. Нумай шăтăклă куркаран кăкăр çине тăкмасăр ӗçсе памалла савăта. Мӗнле майпа? Чее хуçа сăнаса тăнă иккен: хăнан тавçăрулăхӗ çитет-и çакна тума?
Ытти çулсенчи пекех ярăнмалли аттракционсем патӗнче çын йышлă пулчӗ. Пӗлтӗрччен вырăнти кӳлӗре кимӗ çӳретмен, 2025 çулта пӗрремӗш хут çӗнӗ аттракцион пуçарнă. Кун пек кану питӗ килӗшнӗ курăнать, кăçал черет тăрса кимӗпе ярăнаççӗ. Халь тата кимми те пӗрре мар, иккӗ. Апла пулин те черет чакмасть.
Тăван çӗре юратасси çинчен «Каравонра» юрласа, каласа, прологра спектакль пек кăтартса парасси кашни çулах пулнă. Кăçал ку тема тата анлăрах сарăлнă. Раççей çар историйӗ çинчен каласа паракн «урам» тунă йӗркелӳçӗсем. Патша вăхăтӗнчи тӗрлӗ тапхăрсенче усă курнă хӗç-пăшал, тумтир, çарта усă куракан япаласем, тӗрлӗ вăхăтри çар медицини... нумай интереслӗ япала курма çеç мар, тытса, тăхăнса пăхма, тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса пӗлме пулать. Çав тери интереслӗ, пирӗн умрах шпага алла тытма вӗренчӗç хӗрачасемпе арçын ачасем.
Вырăссен тӗрӗленӗ алшăлли темине та йӗркелӳçӗсем интереслӗ уçса параççӗ. Пысăк мар киоск-«пӳртре» вырăс наци тумӗллӗ манекенсем, юнашарах тенкелсем, сӗтел çинче чей чашăкӗсем. Паллах, алшăллисем те пур. Кашни «пӳртре» хăйне сослови çыннисем иккен. Пӳртсене фотозона тесе ăнланмалла.
Сӗтел çи вăййисем, чупса, пӳскепе вылямалли халăх йăпанăвӗсем пайтах пулчӗç. Мăн аслашшӗ-асламăшсен вăййисене выляса курас текенсем те йышлăччӗ.
Килнӗ пултарулăх коллективӗсен концерчӗсем виçӗ сцена çинче пычӗç, кашнин умӗнче куракансем алă çупса артистсене хавхалантараççӗ. Тӗп площадкăра пролог пынă вăхăтра та катари сценăсем ӗçлеме чарăнмарӗç.
Пролога кăçал Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне тата Тутарстанри Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулне халалласа ирттерчӗç. Паллах, прологра пулса иртекен ӗç Каравонра пуçланать. Çапла Иван ятлă каччăпа Мария ятлă хӗр пӗр-пӗринпе тӗл пулса юратса килӗштереççӗ. Анчах Ивана I Тӗнче вăрçине илсе каяççӗ, юратнă хӗрӗ Мария кӗтме юлать. Мирлӗ пурнăç таврăнсан пурте килӗсене çитеççӗ, Иван çук. Хурланакан Марийăна юлташӗсем, Тутарстанри тӗп халăхсем йăпатаççӗ, ӗненсен, юратсан таврăнатех тесе шантараççӗ. Чăнах та Иван таврăнать, пӗр ытам кăвак чечекпе кӗрет сцена çине. Пуриншӗн те пысăк савăнăçа «Каравон» юррисем уйрăмах палăртаççӗ.
Прологра вырăс халăх юррисем, ташшисем çеç мар, тутар, мари, мордва, удмурт юрри-ташши те пулчӗ. Чăвашсен «Эй, тăван, тус-тăван» (сăвви Ю.Сементерӗн, кӗвви А.Никитинăн) юррипе ташларӗç.
Кăçал «Каравона» пухăннисене ТР Правительствин пуçлăхӗ Алексей Песошин саламларӗ. «Таçти пӗчӗк вырăс инçетри ялӗнче çуралнă уяв тахçанах республикăра пурăнакансемшӗн чуна çывăх», – терӗ вăл. Каравон тăван çӗре юратнине те, ăрусен çыхăнăвӗ татăлманнине те, хамăрăн мăн асаттесене-асаннесене хисепленине те пӗлтерни çинчен каларӗ вăл. Тутарстан нацисен килӗшӗвӗпе тата пӗр-пӗрне хисеплессипе ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тăнине палăртрӗ.
Лайăш районӗн пуçлăхӗ Ильгиз Зарипов çитес çул 35-мӗш «Каравона» халех йыхравларӗ: «Кăçал «Каравона» килнисне те, уява çитейменнисене те, пурне те чӗнетпӗр», – терӗ вăл.
Вырăс наци культурине çӗклессипе курăмлă ӗçсем туса ирттернисене наградăсем парса чысларӗç. Тӗп тӳремри мероприятие Влада МИРАВИ концерчӗ малалла тăсрӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗcем.
Нет комментариев