Кăрлач типӗ те сивӗ-тӗк – çулла типӗ те шăрăх пулать
Кăрлачăн 26-мӗшӗ – Ермил. Ку кун кушака сăнамалла: çăмламас тус мечӗк пек çавăрăнса, сăмсине пытарса выртать-тӗк – сивӗтессе; урай çинче çаврăна-çаврăна йăваланать пулсан – ăшăтасса; стенана чӗрмелет-тӗк – çанталăк пăсăласса.
Кăрлачăн 27-мӗшӗ – Нина. Çак кун килти выльăх-чӗрлӗхе тимлӗ, пысăк юратупа пăхмалла: вӗсене тутлă çитермелле, айӗнчи утă-улăмне улăштармалла. Йывăçсене пас тытнă пулсан – ăшăтасса, шурă пӗлӗтсем шăваççӗ-тӗк – сивӗтессе.
Кăрлачăн 28-мӗшӗ – Павел. Çак кун уяр – çулла типӗ те шăрăх пулать, çиллӗ-тӗк – çулла сивӗ, юр çусан – çулла çумăрлă.
Кăрлачăн 29-мӗшӗ – Петр. Çурçӗртен çил вӗрни – сивӗтессе. Ку кун сивӗ пулни çулла шăрăх пуласса пӗлтерет теççӗ.
Кăрлачăн 30-мӗшӗ – Антон. Шултра юр çусан – çуркунне кая юлса килет. Çанталăк пӗр кунлăха ăшăтса илсен – хаяр сивӗсем тата пулаççӗ.
Кăрлач уйăхӗн 31-мӗшӗ – Афанасий. Кунӗпе çил-тăман вӗçтерет – çуркунне вăраха тăсăлать, сивӗ пулать. Тӳпе çăлтăрлă – сивӗсем пуш уйăхӗчченех пулаççӗ.
Нарăс уйăхӗн 1-мӗшӗ – Макарий. Çак кун çанталăк мӗнле – нарăс уйăхӗ тăршшӗпех çапла пулать. Хӗвеллӗ те ăшă – çуллан пӗрремӗш çурри йӗпе пулать. Çурт-хуралтă тăррисенчен тумла тумлать – çуркунне ир килет, ăшă пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев