Кашни болницана икшер машина
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни болницана икшер машина

Рустам Минниханов районсенчи больницасене ҫӗнӗ автомобильсем панӑ

Пурӗ яллӑ районсене 88 машина каять – 53 "Лада Гранта" тата 35 "УАЗ". Вӗсене пурне те "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе уйӑрса панӑ.

Чаплӑ лару-тӑру паян республикӑри ГИБДД Управленийӗн картишӗнче иртнӗ. Тутарстан Президенчӗ хӑйӗн сӑмахӗнче хальхи вӑхӑтра коронавируспа кӗрешес йывӑр условисенче ӗҫлекен медиксене тав тунӑ.
" 2020 ҫул пире сывлӑх сыхлав системи ҫакӑн патне мӗнлерех хатӗр пулнине кӑтартрӗ. Эсир коронавирус инфекцине тивӗҫпе хирӗҫ тӑма пултартӑр, – тесе палӑртнӑ Рустам Минниханов.
Автомобильсене федераллӑ бюджет шутӗнчен туяннӑ, Кашни больница на икшер машина уйӑрса панӑ.
Республика Президенчӗн шучӗпе автопарка ҫӗнетни медиксене ҫынсене вӑхӑтлӑ пулӑшма май парать.


Нет комментариев