Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Каснӑ вӑрман ларнипе танлашмалла

2020 ҫулта "Тутарстан Республикинчи вӑрмансене упрасси" регион проекчӗпе килӗшӳллӗн, федераллӑ бюджетран 197,7 млн тенкӗ уйӑрӗҫ

 

Иртнӗ ҫул "Экологи" наци проекчӗпе Тутарстанра 2,5 пин гектар вӑрман лартнӑ.
Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ильгизар Зарипов каласа панӑ.
"2019 ҫулта республикӑра вӑрмансене ҫӗнӗрен хунавлатас ӗҫсене 2514 гектар ҫинче туса ирттернӗ. Ҫав шутра искусстеннӑй лесовосстановлени ӗҫӗсене 1770 гектар ҫӗр ҫинче. 36 гектарта комбинированнӑй текен хунавлантару тунӑ, 542 гектарта вӑрмана хӑйпе хӑй чӗрӗлме пулӑшнӑ, лесоразведени ӗҫӗсене 166 гектар ҫинче туса ирттернӗ", – тесе пӗлтернӗ чиновник.
ТР Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствин кӑтартӑвӗсемпе 2018 ҫулта санитари тӗлӗшӗпе тата ытти сӑлтавпа каснӑ вӑрмансен лаптӑкӗ 2598 гектара ҫитнӗ. Лартнӑ вӑрмансен юрӑхсӑра типсе хӑрнӑ лаптӑкӗ 1128 гектар пулнӑ.
2019 ҫулта лартнӑ йывӑҫсен лаптӑкӗ, юрӑхсӑра тухнӑ вӑрман лаптӑкӗпе танлаштарсан, 67,5 процента ҫитнӗ, ку ҫулталӑк планӗн 108 проценчӗ чухлӗ.
2020 ҫулта "Тутарстан Республикинчи вӑрмансене упрасси" регион проекчӗпе килӗшӳллӗн, федераллӑ бюджетран 197,7 млн тенкӗ уйӑрӗҫ, ҫав шутран вӑрман хуҫалӑхӗн техникине тата оборудованине туянма 46,4 млн тенкӗ.
Ҫак укҫасемпе вӑрмансене чӗртес тата вӑрман лартас ӗҫсене 4,8 пин гектар ҫинче туса ирттерме палӑртнӑ тата 11 ытла тонна йывӑҫ вӑрлӑхӗпе 30 млн лартмалли хунав хатӗрлеме.
"Тутарстан Республикинчи вӑрмансене упрасси" регион проекчӗн тӗп тӗллевӗ – республикӑри каснӑ тата лартнӑ вӑрмансен хисепне 2024 ҫул тӗлне танлаштарасси.
Ҫавна кура икӗ тӗллевлӗ индикатор лартӑнать: "Каснӑ тата лартнӑ вӑрман лаптӑкӗсене танлаштарасси" тата" Вӑрман пушарӗсен тӑкакӗ".

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев