Кашни чăваш шкулӗн йывăрлăхӗ пӗр
Ачасем квест, квиз иртнӗ вăхăтра чăваш чӗлхипе литература учителӗсем, ТР Вӗрентӳпе наука министертвин, ТР ЧНКА представителӗсем тата «Сувар» хаçат ӗçченӗсем чăваш чӗлхипе литературине вӗрентессипе çыхăннă йывăрлăхсене сӳтсе яврӗç.
Пӗр пытармасăр каласан, чăваш чӗлхине упраса хăварасси паян тăван чӗлхене вӗрентекенсем çинче тытăнса тăрать. Ашшӗ-амăшӗсем ялсенче те ачисене чăвашла калаçтарасшăн мар. Шкул çулне çитменнисемпе ӗçлекен питех çук. Садик ӗçченӗсем çӳлтен хушасса, программа килессе кӗтсе лараççӗ. Ача сачӗсенче ӗçлеменнипе шкула ачасем чăвашла пӗлмесӗрех килеççӗ, учительсен вӗсене тăван чӗлхене ют чӗлхе пек вӗрентме тивет.
Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатăн чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Людмила Ильгузина ку проблемăна тӗплӗн тишкерсе анализ тунă. Ачасене тăван чӗлхепе вӗрентессин пӗрремӗш чăрмавӗ – ашшӗ-амăшӗ ачисене тăван чӗлхепе вӗрентесшӗн маррине палăртнă. Кун çинчен гимназин директорӗ Галина Ляхова та пăшăрханса каларӗ. Апла пулин те гимназие мухтамалла. Хулара пулсан та чăваш утравӗ-ха вăл. Республикăри чăвашла вӗрентекен пӗртен-пӗр гимназин ӗçченӗсене ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн малта пыракан консультанчӗ Лилия Сахбиева та мухтарӗ. Пухăннисене ТР вӗрентӳпе наука министрӗн Ильсур Хадиуллинăн саламне çитерчӗ. Унтан гимнази-интернатăн директорне Г.А. Ляховăна, гимнази-интернатăн директорӗн çумӗсене Н.В. Амерхановăна, Ю.М. Кругловăна, О.Н.Маловăна, «Шăнкăрав» ансамблӗн ертӳçине, гимназин музыка вӗрентекене Т.А.Носевича, интернатăн воспитательне О.Г. Тудияровăна – ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Тав хучӗпе, чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Петровна Ильгузинăна вара «За сохранение и развитие языков, культур, традиций» кăкăр паллипе чысларӗ.
ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.Малышев 34-мӗш гимнази интерната та Чистай районӗнчи Анат Кăтрата шкул директорне П.В. Плотникова çитӗнекен ăрăва патриотизм воспитанине панăшăн Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн Хисеп хучӗпе чысларӗ.
Чăваш çамрăкӗсен форумне Атăл енчи районсенчен хутшăнманни хальччен пулманран ку ыйтăва та çӗклерӗç пухăннисем. ТР ЧНКА председателӗн çумӗ К. Малышев форума икке пайласа пӗрне Атăл ку енче, теприне Кама леш енче ирттерме сӗнчӗ. Анчах апла тусан форумăн тӗп задачи – республикăри чăвашсене пӗрлештерсе тăван чӗлхепе калаçтарассине – пăсмӗ-и? Кирлех-ши Тутарстан чăваш çамрăкӗсене çапла пайлама? Атăл ку енчисем Чăваш Ене çывăх пулсан та, кирлӗ-и вӗсем хамăрăннисемпе тулашрисем çине пайлакан Шупашкара? Мӗнле йывăр пулсан та пӗрлех юласчӗ пирӗн, мӗншӗн тесен пирӗн тăван çӗршыв – Тутарстан. Форума Хусанта ирттерсен Атăл ку енчисене те, Кама леш енчисене çитме меллӗрех пулӗччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев