Кашни шăнкăравлаканах шанма юрамасть
Пенси укçи банк картти çине куçса пыни япăх мар-ха – пухăнса пырать. Пурнăçра хурапа шуррине нумай курнă ват çынсем мӗн-мӗн те, перекетлеме пӗлеççех, мӗншӗн тесен сахаллипе çырлахма хăнăхнă. Кунта ним япăххи те çук-ха, банк картти çинчи укçа текех вăрттăнлăх пулма пăрахнине шута илмесен. Ку е вăл кинемин е старикӗн «кирлӗ куна» пухăнса пынă укçи пуррине шулӗксем ăçтан пӗлни тӗлӗнтерет, тен, ятарласа пӗлтерсе тăраканнисем пур? Сывлăшран миллионӗ-миллионӗпе укçа тăвакан вăрăсем çӗнӗрен те çӗнӗ мелсем шутласа тупаççӗ.
Кукамайсем, тимлӗ пулăр!
Нумай пулмасть Пӗкӗлмере 88-ти кинемейӗн 400 пин тенкине вăрланă. Телефонпа такам шăнкăравласа: «Пухăннă укçăрсене пурне те паллă тунипе улăштармалла. Эпир янă курьертан парса ярăр вӗсене», – тесе улталанă.Çынна хăй пекех шанма хăнăхнă ват çын хальхинче те иккӗленмен. Килнӗ «курьера» 400 пин тенкине тыттарса та янă.
Юрать-ха, хăйне улталанине ăнланса полицие кайнă вăл. Оперативлă шырава ултавçăсен йӗрӗ çине ӳкме пулăшнă ку. Çапла Самарăна укçа леçнӗ 22-ри таксиста тытса чарнă. Шăпах вăл хайхи «курьер» пулнă та. Самарăра тепӗр 21-ти качча тытса чарнă. Укçан пӗр пайне хăйне хăварса ыттине тӗрлӗ шут çине куçарса тăракан курьер иккен вăл. Закона хирӗç ӗçе мессенджерсенчен пӗринче тупнă.
ТР ШӖМӗ граждансене мессенджерсенче е интернетра сӗнекен çакнашкал «ӗçе» кӗрӗшме юраманнине аса илтерет. Мӗншӗн тесен шулӗксен схеминчи курьер пулни те преступление хутшăнниех шутланать. Закон тăрăх куншăн 6 çула тӗрмене хупма пултараççӗ.
Чутах хваттерне суттарман
Хусанти «Азино – 2» полици уйрăмне çак кунсенче 67-ри хӗрарăм пулăшу ыйтса килнӗ. Ăна социаллă фонд сотрудникӗн ятӗнчен пӗр арçын шăнкăравласа докуменчӗсенче ӗç стажӗ çитменнине асăрханине каланă. Информацие тӗрӗслемешкӗн специалист патне çырăнмалла иккен унăн. Кун валли вара СМСпа килекен кода (Патшалăх услугин) пӗлтермелле. Хӗрарăм пӗр иккӗленмесӗрех мӗн каланине тунă.
Малалла Раççей Тӗп банкӗн ятӗнчен шăнкăравланă. Такамсем укçине вăрлама, ун ячӗпе темиçе банкра кредит илме хăтланнине пӗлтернӗ. Пухăннă укçана сыхласа хăварас тесен унăн васкаса ятарлă шут çине куçарса хумалла-мӗн. Çапла майпа хӗрарăм темиçе банкра миллион тенкӗ укçа кредит илсе шулӗксен шучӗ çине куçарнине сиссе те юлман.
Тепӗр кун каллех шăнкăравланă. Хальхинче закона пăсса ӗçлекен хура риэлторсем унăн хваттерне сутма хунине каланă. Хваттерне сыхласа хăварас тесен унăн хваттерне сутнă пек туса суя документсем тумалла иккен. Кăшт вăхăт иртсен хӗрарăм чăнах та хăйӗн 8 700 000 тенкӗ тăракан хваттерне сутмалли килӗшӳ çине алă пуснă. Шучӗ çине малтан паракан укçа (задаток) куçсан тин шулӗксемпе калаçнине ăнланса илнӗ.
Ӗçе илнӗ чух укçа ыйтмаççӗ
Интернет урлă ӗç шыранă чух питӗ асăрхануллă пулмалла. Шулӗксем юлашки вăхăтра пысăк компанисенче лайăх укçаллă ӗç вырăнӗ е стажировка сӗнекен пӗлтерӳсем вырнаçтарма тытăннă. Çапла майпа пӗлтерӳпе интересленсен банк тата харпăр даннăйӗсене вăрлаççӗ. Ӗненмеллерех пултăр тесе собеседовани те йӗркелеççӗ, паллах, куçа куçăн тӗл пулса мар, интернетпах. Ăсталăх пирки ыйтаççӗ, «должнăçпа», ӗç тивӗçӗсемпе паллаштарам пек тăваççӗ. Унтан укçа куçарма ыйтаççӗ, çакă килӗшӗве алă пусма е ятарлă тум туянма, медицина тӗрӗслевӗ тухма е банк картти ӗçленине кăтартма тата ытти валли кирлӗ тесе ăнлантараççӗ. Хăш чух пӗр-пӗр мобильлӗ приложени (вӗсем пурте вируслисем) уçласа илме ыйтаççӗ.
Çавăнпа асăрхануллă пулăр, чăн-чăн ӗç паракан е стажировкăшăн нихăçан та укçа тӳлеме, банк даннăйӗсене, ыйтмасть. Кунсăр пуçне вакансие предприяти-организацин официаллă сайтӗнче тӗрӗслеме манмалла мар.
Килне килсех лартса кайнă
Агрыз районӗнчи пенсионеркăна вара шулӗксем киле килсех лартса кайнă. Палламан çынсем амăшне Çырчалли еннелле лартса кайнине курса юлнă хӗрӗ шăллӗпе пӗрле шырама тухнă. Кузкеево ялӗ çывăхӗнче çул-йӗр патруль службин машинине курсан вӗсенчен пулăшу ыйтнă. Полици сотрудникӗсем вӗсене самантрах полици уйрăмне çитернӗ те хăйсем хайхисем хыççăн кайнă. Шулӗксем кинемей валли банк çумӗнчи хăна çуртӗнче пӳлӗм те хатӗрлесе хунă пулнă. Таксипе лартса ярса пӗр банкра хăйсен банк картти çине 400 пин тенкине куçарттарнă. Пухăннă укçан тепӗр пайне куçарма тесе тепӗр банка кайнă чух кинемее полици тупнă. Лартса кайнине ачисем сиссе юлман-тăк, мӗн пулатчӗ-ши унпа?
Амăшне тупма тата укçин пӗр пайне сыхласа хăварма пулăшнăшăн ачисем Патшалăх автоинспекцийӗн Тукай районӗн уйрăмӗн аслă инспекторне Фидаил Фархутдинов аслă лейтенанта тата Ӗç тăвакан комитетăн специалистне тав тăваççӗ.
Хисеплӗ вулакансем, аслă çулти тăванăрсене тимлӗхсӗр ан хăварăр, кашни çынна шанмалла маррине, хăйсен тата банк карттин даннăйӗсене никама та калама юраманнине ăнлантарăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев