Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Kazan Digital Week 2025 сентябрӗн 17–19-мӗшӗсенче иртет

Хусанта иртекен Kazan Digital Week 2025 форумра цифра аталанăвне, çав шутра медицинăри искусствăлла интеллекта, IT-кадрсемшӗн шутне ӳстерессине тата цифра тенкин пуласлăхне сӳтсе явӗç. Кун пирки «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.

ТР промышленностьпа суту-илӳ министрӗн пӗрремӗш çумӗ Родион Карпов республикăри предприятийӗсен тухăçлăхне çӗнӗ  IT-йышăнусемсӗр ӳстерме май çуккине пӗлтерчӗ. Министерство  форум шайӗнче 19 çавра сӗтел йӗркелет. Унта хутшăнма 120 заявка килнӗ. Таджикистанран, Белоруcсирен, Узбекистанран, Индирен тата ытти çӗршывран спикерсем килеççӗ. Хăйсен ӗçӗсемпе «Татнефть», КАМАЗ, СИБУР, КВЗ тата Горбунов ячӗллӗ КАЗ предприятисем паллаштарӗç. Уйрăмах Родион Карпов IT-специалистсем çитсе пыманнине палăртрӗ. Кадр ыйтăвне татса парас тӗллевпе форумра ӗç паракан компанисен куравӗ ӗçлӗ.

Сывлăх сыхлавне цифровизацилессин çитӗнӗвӗсем çинчен ТР сывлăх сыхлав министрӗн пӗрремӗш çумӗ Альмир Абашев каласа пачӗ. Тутарстан патшалăх услугисен порталӗ урлă янă ыйтусен 67 проценчӗ медицинăпа çыхăннине пӗлтерчӗ. Республикăра электронлă сывлăх сыхлавӗн пӗрлехи патшалăх информаци тытăмне (ГИС) йӗркеленӗ, унпа 50 пин çын ӗçлет.

Тӗп çитӗнӳ – медицина снимокӗсене тишкерме компьютерпа усă курасси. «Системăра 3500 ытла оборудовани. Флюорограммăсене, рентгенограммăсене тата КТ снимокӗсене тухтăр патне лекиччен машина пăхса тухать»,  – ăнлантарчӗ Альмир Абашев.

Цифра технологийӗсем ялта та пур: кашни фельдшерпа акушер пунктне интернетпа тата электрокардиографпа тивӗçтернӗ, унти даннăйсене ытти çӗрти тухтăрсене тишкерме пултараççӗ. Тепӗр тӗллев – big data çинче никӗсленекен персонализациленӗ медицинăна аталантарасси.

ТР Инвестиципе венчур фончӗн директорӗ Дамир Галиев форумра «Инновации, интегрированные в бизнес» направлени ӗçленине те пӗлтерчӗ. Программăра – питч-сессисем, 30 стартапа хутшăнакан DemoDay тата «Иннополис» валли проектсене суйлакан эксперт канашӗн ларăвӗ. Чи лайăх стартапсем 2026 çулта иртекен Раççейри венчур форумне  кайма путевка илӗç.

«Экосистема финтех» уйрăм блок та пулать форумра. Унта хутшăнакансем цифра тенкине, биоэквайринга, киберхăрушсăрлăхпа тата финанс управленийӗнче искусствăлла интелектпа усă курассине пăхса тухӗç. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, профессор Фадбир Сафин финтех пӗчӗк тата вăтам бизнес валли çӗнӗрен те çӗнӗ майсем туса панине палăртса хăварчӗ.

Аса илтеретпӗр, Kazan Digital Week форум Тутарстанăн тӗп хулинче «Казань Экспо» курав центрӗн территорийӗнче сентябрӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 19-мӗшӗччен иртет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум Цифровизация Kazan Digital Week