Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum – 2023» халăхсен хушшинчи экономика форумӗ уçăлчӗ.

Аса илтеретпӗр, форум ӗçне Раççейӗн 84 регионӗпе 85 çӗршыв делегацийӗ хутшăнчӗ. Кăçал Хусанти экономика форумӗ федераллă шайра иртет.

«Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum – 2023» халăхсен хушшинчи экономика форумӗ уçăлчӗ. Унта РФ Правительство Председателӗн çумӗ Марат Хуснуллин, Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов, РФ экономика аталанăвӗн министрӗ Максим Решетников, Таджикистанăн Премьер-министрӗ Кохир Расулзада тата ыттисем хутшăнчӗç. 

Аса илтеретпӗр, форум ӗçне Раççейӗн 84 регионӗпе 85 çӗршыв делегацийӗ хутшăнчӗ. Кăçал Хусанти экономика форумӗ федераллă шайра иртет. 

Мероприятие хутшăнакансене малтанласа РФ Федераци Пухăвӗн Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко саламларӗ. «Сире пурсăра та Тутарстанăн тӗп хулинче, Раççейре ят илнӗ авторитетлă площадкăра кӗтсе илме хавас. Форумăн тата та çӳллӗрех шая тухма мӗнпур майсем пур. Мӗншӗн тесен Раççейӗн Ислам тӗнчипе хутшăнса ӗçлес опычӗ пысăк. Ислам тӗнне тытса пурăнакансем Раççейре йышлă шутпа пурăнаççӗ. Çавăнпа KazanForum-ăн формачӗ питӗ кирлӗ, унăн пӗрлештерес вăйӗ пысăк. Кăткăс лару-тăрура пирӗнпе туслă Ислам çӗршывӗсем хăйсене Раççейӗн шанчăклă тусӗ пек кăтартрӗç. Эпир ăна хаклатпăр. Халăхсен хушшинчи политикăра Ислам çӗршывӗсен организацийӗ хăйне уçă та тӳрӗ партнер пек кăтартрӗ. Тӗнчери экономика хутшăнăвӗсем шанчăклă туслăх принципӗсем çинче никӗсленмелле, тата йăлари йӗркесене хисеплесе тытса пымалла», – терӗ Валентина  Матвиенко. 

Марат Хуснуллин хăй сăмахӗнче Раççейпе Ислам çӗршывӗсен хушшинчи хутшăнусем пӗтӗм енлӗ аталаннине палăртса хăварчӗ. «Шанатăп эпир малашне те çак туслă хутшăнусен çирӗп аталанăвне упраса хăварасса. Пӗрле эпир паянхи кун тӗнчери лару-тăру кăларса тăратнă йывăрлăхсене çӗнтерсе çӗршывсен аталанăвне мала ярайăпăр», – терӗ РФ Вице-Премьерӗ. 

Таджикистан Премьер-министрӗ Кохир Расулзада форумри ӗçлӗ тӗлпулусем нумай енлӗ килӗшӳсем тума пулăшасса, бизнес валли çӗнӗ майсем тупса парасса шаннине пӗлтерчӗ. 

ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăнасемпе делегатсене пурне те Тутарстан çӗрӗ çинче курма хавассине пӗлтерчӗ. «Пысăк тав сăмахӗсем Раççей Федерацийӗн Президентне Владимир Путина, йӗркелӳ комитечӗн пуçлăхне Марат Хуснуллина экономика форумне федераллă шайпа тивӗçтернӗшӗн тата ăна ирттерме пур енлӗ пулăшу панăшăн», – терӗ Рустам Нургалиевич. Ислам çӗршывӗсен организацине те пысăк тав сăмахӗсем каларӗ республика ертӳçи.

Малалла хăнасемпе делегатсем Хусан форумӗн курав центрӗнче вырнаçнă предприятисемпе компанисен продукцийӗпе паллашрӗç.  

  

Ирина ТРИФОНОВА. 

Автор сăнӳкеррчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев