Кӑçал Тутарстанра 3 миллион ытла йывӑç лартнӑ
Çулсерен çӗршывра вӑрмансене сыхласа хăварас тĕллевпе икӗ акци иртет.
Кӗркунне Тутарстан Республикинче Пӗтӗм Раççейри «Сохраним лес» акци шайӗнче 2 миллион йывӑç лартнӑ. Акцин тӗллевӗ – çӗршывра 70 миллион ытла йывӑç лартасси. 2022 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Раççей Федерацийӗн территорийӗнче 70,6 миллион йывӑç лартнӑ, унта 500 пин ытла çын хутшӑннӑ.
Çуркунне Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин паттӑрӗсене чысласа Пӗтӗм тӗнчери «Сад памяти» акци иртет. 2023 çулта ӑна тӑваттӑмӗш хут ирттернӗ, ун шайĕнче 1,2 миллион йывӑç лартнӑ. Икӗ çул хушшинче акцие хутшӑннӑ 2 миллион çын 62 миллион ытла йывӑç лартнӑ.
Аса илтеретпӗр, икӗ акцие те Раççей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе пуçарнӑ, «Экологи» наци проекчӗ шайӗнче иртет.
Сăнӳкерчӗк minleshoz.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев