Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗççерен кавир тума вӗрентрӗç

Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче искусствоведени кандидачӗ, «Киез Нур» общество организаци ертӳçи Людмила Шкляева кӗççерен кавир тума вӗрентекен мастер-класс ирттернӗ.

Мероприятие 50 ытла çын хутшăннă. Вӗсем хушшинче чăваш хӗрарăмӗсем кăна мар, Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсем, «Дети едины» фондăн представителӗсем, амăшӗсемпе ачисем, Атăлçи тата Совет районӗн ветеранӗсем, Казгикпа КФУ студенчӗсем.

Мастер-класс пуçланиччен хăнасене 10 кӗççе кавирӗнчен тăракан пӗчӗк куравпа паллаштарнă. Унтан кӗççерен кавир тума вӗрентекен видео-презентаципе лекци иртнӗ.

«Эпир «Три татарских ковра» проектăн авторӗпе Людмила Михайловна Шкляевăпа тӗлпулăва йӗркелекенсем. Вăл кавир тăвас ӗçпе нумай вăхăт хушши интересленет, халăх пултарулăхне тӗпчес ӗçре те пысăк ӗç тунă. Тӗрӗк халăхӗсен кавирсене ăсталанă чухне усă куракан вăртăнлăхӗсене тата вӗсен культурăллă уйрăмлăхӗсене шыраса тупнă. Людмила Михайловна питӗ интереслӗ материал хатӗрленӗ», – пӗлтернӗ Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина.

Сехет çурă ирттерме палăртнă мероприяти виçӗ сехете яхăнах тăсăлнă. Тӗлпулăва тепӗр хут ирттерме ыйтни  хăнасен кавир тăвас ӗç пирки тӗплӗнрех пӗлес килнине çирӗплетет.

Мероприятие Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ тата Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ.

Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев