Хаҫат командипе малалла паллаштаратпӑр
Паян Константин Малышев пирки каласа паратпӑр. Ӑна пӗлмен ҫын та ҫук пуль кунта.
«Эп "Суварта" 1997 ҫултанпа стажер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 2000 ҫулта института пӗтерсен унтах корреспондента вырнаҫрӑм. 2003 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен хаҫатӑн Тӗп редакторӗ пулса ӗҫлерӗм.
Кулӑшлӑ самантсем ӗҫре ҫак ҫулсем хушшинче нумай пулнӑ. Пӗррехинче Краснодар вырӑнне Красноярска командировкӑна кайнăччӗ.
Ҫак ӗҫе пула эпӗ питӗ нумай шанчӑклӑ юлташ тупрӑм. Редактортан тухнӑ пулсан та мана Тутарстанри кашни чӑваш ялӗнче тенӗ пекех паллани, унтан та ытларах, хисеплени, хӑнана кӗтни ман чуна ӑшӑтса тӑрать. Апла пулсан эпӗ пуҫлӑхра ларса вӑхӑта ахаль ирттермен",– пӗтӗмлетрӗ Константин Анатольевич.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Тарашулла ,молодец ,маттур. Кирле вахатра,кирле варанта ( серте ) хайне тытма пелет .Сывлаху кана пултар ,матурам .
0
0