Инфекци больници умӗнче васкавлă пулăшу машинисен черечӗ чакма мар, ӳссех пынăн туйăнать. Тем пек йăлăхтарчӗ пулин те, коронавирус çинчен илтес килмесен те, асăрханма пăрахмалла мар. Санитари нормисене пăхăнмаллах. Сывлăх хаклăрах-çке.
Маскăпа перчеткене, шел пулин те, хывма иртерех. Коронавируспа кунран кун чирлекенсен шучӗ чаксан та вăл пур. Асăрханмасан лекме пултарать. Паяна Тутарстанра COVID-19 чирленӗ 41 пулăма палăртнă, пурте ертнисем. Çак шутран 2-шне кăна больницăна хунă, ыттисем килте сипленеççӗ. Пуринчен ытла 30-50 çултисем чирлеççӗ, урăхла каласан, чи активлă сий, пурӗ 23 пулăм. 50-60, 60-70 çултисен хушшинче 5-шер чирлине палăртнă. 18-30 çултисен хушшинче 6-ăн. ачасемпе 80-ран иртнисен хушшинче коронавмируспа чирлисем çук. Хуласенчен малти вырăнта Хусан (21 пулăм), унтан Çырчаллипе Саба районӗ пыраççӗ (5-шер пулăм), Çӳлтупа Лайăшра 2 чирлекен, Аксу, Арск, Тури Услон, Ешӗлвар, Кукмор, Пӗтреç районӗсенче 1-рер чирлекен тупăннă.
Пӗтӗмлетсе каласан июнӗн 28-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра коронавируспа чирлекенсен шучӗ 4472 пулăмпа танлашнă. Çак хушăра 3309-шӗ сывалнă, 1148-шӗ хальхи вăхăтра сипленет.
Нет комментариев