Пандемие пула 2020 çулта тĕнчери çӗршывсен 75 проценчĕ халăх ҫыравне ирттермелли вăхăта 2021 çула куҫарнă. ООНăн статистика уйрăмĕ ҫырав процедурине улшӑнусем кӗртме сӗннӗ, тесе ҫырать Чӗмпӗрти "Канаш" хаҫат
Tӗп сĕнÿ — ытларах дистанци технологийӗсемпе ĕçлесси тата çырава кашни çынна хăй тĕллĕн иртме хавхалантарасси. Ҫак мерӑсем ҫыравҫӑпа гражданин хушшинчи хутшăнăва чакарма май параҫҫӗ. Сӑмах электронлӑ е хут çинчи çырав листисенчи ыйтусене кашни хăй тĕллĕн хуравласси пирки пырать. Ҫавӑн пекех анкетăри ыйтусене телефонпа хуравлама пулать.
Экспертсем ҫакна палӑртаҫҫӗ: чылай чухне ҫыравҫӑсемпе респондентсен куçа куçăн калаçма тиветех. Сӑмахран, çитме йывăр, телефон начар тытакан регионсенче пурăнакансемпе, пӗчӗк халӑхсемпе, маргинал ушкӑнӗсенчи çынсемпе, килсӗр-ҫуртсӑррисемпе.
Ҫавӑн пекех экспертсем çырав листисене тултарма вӑхӑт сахалтарах кайтăр тесе ыйтусен хисепне чакарма сӗнеҫҫӗ.
Пулас халăх ҫыравӗнче Раҫҫей çыннисем Патшалӑх тивĕçтерĕвĕ (Госуслуги) интернет-порталӗнче хӑй тӗллӗн ҫырӑнма пултарççĕ. Интернет урлă ҫырава хутшӑнакан кашни ҫынна цифрăллă тата QR-код ярса параççĕ.
Интернет-çыравăн лайăх енĕсем: вăл çитме йывăр регионсенчи нумай çынна çырма тата кашнине ыйтусене тĕплĕн хурав пама май парать.
Анчах Раççейре çыравçă-çынсем те юлаççĕ-ха. Мĕншĕн? Пирӗн ҫӗршывӑн уйрӑмлӑхӗсене шута илмелле: халӑх тем пысӑкӑш территорире, тĕрлĕ климат тата географи зонисенче, тусемпе ҫурҫӗр вырăнĕсенче пурӑнать. Пур ҫӗрте те интернет, телефон ҫыхӑнӑвӗ çук. Интернетпа пурте усă курма та пĕлмеççĕ, е вăл нумайăшĕн çук. Çыравăн тĕп задачи вара – кашни çынна çырса тухасси, тĕрĕс информаци пухасси.
Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗтӗм Раҫҫейри халӑх çыравне 2021 ҫулхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсене куҫарма сӗннӗ.
Нет комментариев