Харпӑр хуҫалӑхсенче выльӑх усракансен патшалӑх субсидине илме май пур
Хальхи вӑхӑтра Тутарстанра 468,3 пин ЛПХ ӗҫлет. Харпӑр хуҫалӑхсемпе хресченпе фермер хуҫалӑхӗсем республикӑри аграри комплексӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн ҫурринчен ытларахӑшне туса илеҫҫӗ. Пӗлтӗр республика фермерӗсем 131 млрд тенкӗлӗх продукци туса кӑларнӑ.
ТР Патшалӑх Канашӗнче республикӑри харпӑр хуҫалӑхсене аталанма патшалӑх тӗревӗ парасси ҫинчен калакан закона пресс-конференцире сӳтсе явнӑ. Журналистсен ыйтӑвӗсене парламентӑн Экологи, ҫутҫанталӑкпа усӑ курассин, агропромышленность тата продовольстви политикин комитечӗн председателӗ Азат Хамаев, профильлӗ комитет председателӗн ҫумӗ Тахир Хадеев, ТР ял хуçалăхпа апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Ришат Хабипов, ТР Фермерсемпе хресчен хуҫалӑхӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Камияр Байтемиров хуравланӑ.
Пресс-конференцире Азат Хамаев малтан нумай пулмасть иртнӗ «Агроволга - 2021» комплекслӑ мероприяти ҫинчен каласа панӑ. Ку вӑл уҫӑ сывлӑшра иртнӗ ял хуҫалӑх производствин куравӗ тата хальхи экспоцентр площадкисенче иртнӗ ӗҫлӗ форум. Ҫак курава 30 регионран 304 организаци хутшӑннӑ. Аграрисем питӗ нумай килӗшӳ туса ҫирӗплетнӗ.
2016 ҫулта Тутарстанра харпӑр хуҫалӑхсене патшалӑх тӗревӗ парасси ҫинчен калакан закона йышӑннӑ. Республика бюджетӗнчен пӗчӗк хуҫалӑхсенче тӗрев пама укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Уйрӑмах сӗт направленийӗпе мини-фермӑсем тума. Ришат Хабипов сӑмахӗсемпе, ҫак программа пулӑшнипе, республикӑри ЛПХ-сенчи выльӑхсен шутне 7 пин пуҫа ӳстерме пултарнӑ. Унсӑр пуҫне, сӑвӑнакан ӗнесемпе качакасене усрама ҫулсерен 350 млн тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
ЛПХ-сене субсидисене конкурспа параҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑпах заявкӑсене йышӑнас тапхӑр пырать, вӑл июлӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленет.
Харпӑр хуҫалӑхсене тӗрев парас мӗн пур меслете кӑҫала та тӑснӑ.
Кӑҫал субсиди илмелли документсене "Мои субсидии" сервиса усӑ курса электронлӑ майпа та пама пулать.
Камияр Байтемиров сӑмахӗсемпе, ЛПХ-сене тӗрев памалли ҫинчен калакан закон нумай ӗҫе хута яма пулӑшнӑ. Анчах та хальхи вӑхӑтра харпӑр хуҫалӑхӗсен продукцине сутас тӗлӗшпе коопераци тӑвасси проблемӑна ҫаврӑннӑ. Унсӑр пуҫне, юлашки вӑхӑтра кишӗр хакӗ ӳсни фермер хуҫалӑхӗсем пахчаҫимӗҫ туса илес ыйтӑва ҫӗнӗрен ҫӗклет. Кунта вара хушма субсидисем ҫӗр май килмест.
Пресс-конференцире ҫавӑн пекех выльӑх апачӗ хатӗрлес ыйтӑва та, ҫанталӑк кӑткӑслӑхне те сӳтсе явнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев