Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗртсе хӗвел пӑхнӑ чухне эрех ӗҫме юрамасть

Енчен те эсир шӑрӑхра ӑҫта-тӑр ҫуран каятӑр-тӑк, таврӑнсан кашнинче ура тупанне сивӗрех шывпа ҫӑвӑр. Эпӗ урасене 5 минута тазикех чиксе хурап. Кӑмӑллӑ та, усӑллӑ та.

  Хисеплӗ вулакансем, енчен те эсир шӑрӑха япӑх тӳссе ирттеретӗр-тӗк, темиҫе усӑллӑ канаш пама ирӗк парсамӑр. Шӑрӑха тӳсесси – йывӑр ӗҫ мар, ӑна ҫӑмӑллӑнах вӗренме пулать.

Чи пӗрремӗшӗнчен, пӑчӑра сивӗ шыв ан ӗҫӗр. Вӑл ӗҫес килнине япӑх пусарать тата 5 минутран организмри тӑвара илсе тарпа персе тухать. Чей ӗҫӗр е пылак мар квас. Пылак газировкӑсем пирки ҫырмастӑп та: мӗн чухлӗ ытларах ӗҫетӗн, ҫавӑн чухлӗ ытларах ӗҫес килет.

Енчен те шӑрӑхра килтен тухатӑр-тӑк, ан васкӑр, майӗпен хусканусем туса утӑр, урамӑн хӗвелтен хӳтӗленнӗ енӗпе утӑр. 

Шӑрӑхра сивӗннӗ симӗс чей усӑллӑ. Унта кӑштах пыл, лимон, пӗтнӗк (мята) курӑкне хушсан аван. Эпӗ ӑна пӑр хушмасӑр ӗҫетӗп. Тутлӑ кӑна мар,  успллӑ та. 

Япун гравюрисенче тата кинофильмӗсенче час-часах мӑйӗ ҫине шурӑ тутӑр ҫыхнӑ ҫынсене курма пулать. Ку калама ҫук лайӑх йышӑну. Туса пӑхма сӗнетӗп. Таса шурӑ тутӑр илетӗр, ӑна сивӗ шывра йӗпететӗр те май ҫине ҫыхатӑр. Тутӑр типсен ӑна ҫӗнӗрен йӗпететӗр. Пӗр-икӗ минутранах ҫӑмӑллатать.

Енчен те эсир шӑрӑхра ӑҫта-тӑр ҫуран каятӑр-тӑк, таврӑнсан кашнинче ура тупанне сивӗрех шывпа ҫӑвӑр. Эпӗ урасене 5 минута тазикех чиксе хурап. Кӑмӑллӑ та, усӑллӑ та.

Май пур-тӑк, ыйхӑра ҫурмалла пайлама тӑрӑшӑр. Чи шӑрӑх вӑхӑтра хӑвӑр валли сиеста, кану йӗркелӗр. Тата, паллах, вӑйлӑ шӑрӑхра эрех ан ӗҫӗр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Тавоапусь.ыра канашсем