Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хурапа шурă музей

Хальхи вăхăтра кашнийӗн аллинче икшер-виçшер камерăллă телефонсем, пурте эпир фотографсем. Çапах фотоискусство сывă, вăл вилӗмсӗр. Çакна Шупашкарти фотографсен музейне кӗрсе курсан ăнланатăн.

Хурапа шурă музей

Шупашкарти Чăваш пичечӗн çуртӗнче иккӗмӗш хутра Фотокорреспондентсен музейӗ пур. Унăн экспоначӗсене нумай çул хушши Сергей Журавлев фотожурналист пуçтарнă. Музейӗ пӳлӗмӗ пысăках мар, анчах шăп çак кабинет вуншар çул Чăваш Енӗн паллă фотокорреспонденчӗсемшӗн лаборатори пулнă.
– Ку кӗлтуса тасалнă вырăн, – тет Сергей Журавлев. – Цифра çине куçсан эпӗ маларах ӗçленӗ япаласене пуçтарма тытăнтăм. Пӗри увеличитель парать, тепри виçе. Хусанта кăларакан ТИП-17 пленка та пур кунта.
Чăваш хаçачӗсенче ӗçленӗ паллă фотографсем нумай сăнӳкерчӗк тунă. Вӗсенчен чи илемелисене стенасем çине вырнаçтаранă. Паллах, Пичет çуртӗнче иртнӗ çулсенче ӗçленӗ çынсен портречӗсем те паллă вырăн йышăнаççӗ кунта: Ананьев, Романов, Игнатьев, Костинсем... Аваллăх управçи Журавлев экспонатсене нумай çул хушши пӗрчӗн-пӗрчӗн пуçтарни сисӗнет.

Музей çӳлекӗсем çине вырнаçтарнă фотоаппаратсем çинчен уйрăммăн каламалла. ФЭД та пур кунта, 1958 çулта Германире кăларни те, «мыльницăсем» те. Тимӗр затворлă фотоаппаратсем, пленкăсем, проявительсемпе закрепительсем историе кайса пыраççӗ. Хальхи вăхăтра кашнийӗн аллинче икшер-виçшер камерăллă телефонсем, пурте эпир фотографсем. Çапах фотоискусство сывă, вăл вилӗмсӗр. Çакна Шупашкарти фотографсен музейне кӗрсе курсан ăнланатăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев