Хусанта фехтованипе Тӗнче кубокӗ пуҫланнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта фехтованипе Тӗнче кубокӗ пуҫланнӑ

Ку коронавирус вӑхӑтӗнче Тутарстанра иртекен Халӑхсем хушшинчи пӗрремӗш ӑмӑрту. Хусанта 50 ытла ҫӗршывран 445 спортсмен килнӗ

"Xусан шпаги" турнир "Казань-экспо" халӑхсем хушшинчи курав центрӗнче иртет. Унта ӑмӑрту тата хатӗрленӳ залӗсене кирлӗ оборудованипе тивӗҫтернӗ. 

Тутарстанӑн шӗкӗр хулинче шпажистсем ӑмӑртаҫҫӗ. Ку турнир – кӑҫал август уйӑхӗнче Токиора иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнмалли юлашки суйлав турнирӗ пулать. 

Паян тӗнче кубокӗ арҫынсем хушшинчи тытӑҫусемпе пуҫланнӑ. Ыран, мартӑн 20-мӗшӗнче турнира хӗрарӑмсем хутшӑнаҫҫӗ. Ӑмӑртусем мартӑн 23-мӗшӗнче вӗҫленеҫҫӗ. Пурӗ медальсен 32 комплектне вылянтараҫҫӗ: 24-шӗ командӑсем хушшинче, 8-шӗ уйрӑм спортсменсем хушшинче. 

Хусанти фехтовани кубокӗ куракансемсӗр иртет.


Нет комментариев