Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта георгиевски лентӑсем валеҫекен 15 пункт ӗҫлеме пуҫлать

Пӗтӗм тӗнчери "Георгиевская ленточка" акци Хусанта апрелӗн 27-мӗшӗнче пуҫланать. Вӑл 11:00 сехетре Г. Камал театрӗ умӗнчи площадкӑра тытӑнать.

Ҫӗнтерӳ Кунӗн символӗ пулса тӑнӑ лентӑсене ҫу уйӑхӗн 10 - мӗшӗччен хула урамӗсенче "Патриот" центрӗн волонтерӗсенчен илме пулать,
ҫакӑн пирки ТР Министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.

"Георгиевская ленточка" пӗрремӗш акцийӗ 2005 ҫулта иртнӗ. Унтанпа вӑл пирӗн ҫӗршывра кашни ҫул иртет. Пӗтӗм Раҫҫейре тата ют ҫӗршывсенче пурӑнакан миллионшар ҫын Ҫӗнтерӳ Кунӗ умӗн хӑйсен тумтирӗпе транспортӗ ҫине ҫар мухтавӗн символне кӑкараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев