Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта хӑйне-хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекенсен форумӗ иртет

Вӗсен пӗрремӗш форумне пӗлтӗр 200 ҫын хутшӑннӑччӗ

 Сентябрӗн 19-20-мӗшӗсенче Тутарстанӑн микропредпринимателӗсем Горкипе Ометьево вӑрманӗнче пухӑнӗҫ, унта вӗсем хӑйсен продукцине ярмаркӑра кӑтартӗҫ, власть органӗсен тата усламҫӑсен пӗрлешӗвӗн представителӗсемпе самозанятость сферинчи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явӗҫ.

Паянхи кун Тутарстанра 78 пин хӑйне-хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекен тӑрӑшать. Хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне ытти субъектсенче пропискӑра тӑракан 8,6 пин ҫын хӑйсен услам ӗҫне Тутарстанпа ҫыхӑнтарнӑ.
Федераллӑ налог службин даннӑйӗсемпе, самозанятыйсем ытларах пассажир турттараҫҫӗ, хваттерсем тара параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне репетиторсем, програмистсем, маркетологсемпе рекламщиксем те патшалӑх хыснине налог тӳлесе ӗҫлеме пуҫланӑ.
Форумра самозанятыйсене патшалӑх пулӑшнине, ятарлӑ налог режимне, электронлӑ суту-илӳ площадкине, кредит организацийӗсемпе хутшӑнусене сӳтсе явӗҫ.
Санитарипе эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнса ӗҫ программине 40 ҫынран ытларах хутшӑнтармаҫҫӗ. Мӗн пур кӑмӑл тӑваканшӑн  YouTube платформӑра трансляци илсе пырӑнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев