Хӑвӑр тӗллӗн ан сипленӗр тесе ҫынсене Президент Аппаратӗнчен те чӗнсе калаҫҫӗ
Коронавируса сиплемелли эмелсем сывату учрежденийӗсенче пур
Тутарстанри аптекӑсенчи ажиотаж майӗпен лӑпланать. Ҫакӑн ҫинчен ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ.
"Лару-тӑру, чӑнах та, майӗпен тӑнӑҫланса пырать. Апла пулин те, хӑш-пӗр вырӑнсенче препаратсем ҫаплипех кирлӗ-ха", – тесе палӑртнӑ Галимова.
Ун сӑмахӗсемпе, медицина учрежденийӗсене эмелсемпе тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйту халӗ те ТР Президенчӗн Рустам Миннихановӑн тимлӗхӗнче. Нумай пулмасть иртнӗ Тутарстанра коронавирус инфекцийӗпе кӗрешмелли Оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче вӑл кашни района конкертлӑ препаратсене рецептсемпе парас процедурӑна пӑхӑнса пыма хушнӑ.
Унсӑр пуҫне, пӗлнӗ-пӗлмен эмеле саппаслӑх туянса хӑйсем тӗллӗн сипленмелле маррине аса илтернӗ ҫынсене Галимова.
"Коронавируса сиплемелли эмелсем сывату учрежденийӗсенче пур", – хушса хунӑ ТР Президенчӗн пресс-секретарӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев