Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Хыпара» вулама кăна мар, итлеме те пулать халь

Вулаймастăн е чăвашла вулама пӗлместӗн-тӗк – итле.

«Хыпар» Издательство çурчӗн çӗнӗ проект. Шупашкарти чăваш журналисчӗсем куçӗ япăх курнипе е суккăрланнипе хаçат-журнал вулайманнисем валли  ятарласа аудиопроект пуçарнă. Ку ӗнтӗ сывлăх енчен çирӗпех маррисемшӗн кăна мар, тăван чӗлхене вӗренменнисемшӗн те меллӗ. «Хыпар» хаçат кăларăмӗсен хыпарӗсене сайтра аудио итлесе пӗлсе тăма пулать. Çӗнӗ проекта пуçарнăранпа нумаях мар-ха, Издательство çурчӗн ертӳçи Татьяна Вашуркина пӗлтернӗ тăрăх, ăна халăх кăмăлласа йышăннă та. «Хыпарăн» сайтри, соцсетьсенчи хыпарӗсене 200 пин çын вулать кăна мар, халӗ тата итлет те. Чăваш тӗнчишӗн тепӗр савăнăçлă хыпар та пур Издательство çурчӗн: чи пӗчӗккисен кăларăмне, «Тетте» журнала, Чăваш Енре кăна мар, ытти регионсенче те çырăнма май пур. (И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗнче «Хыпар» Издательство çурчӗн ертӳçи Т. Вашуркина).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество