Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КИРИЛЛ ПАТРИАРХ ХУСАНА КИЛСЕ КАЙРӖ

Святейший Владыка майăн 21-мӗшӗнче Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн чиркӗвӗнче литурги ирттерчӗ

Хусанти Халăхсен хушшинчи экономика форумне ятарласа килнӗ Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл майăн 21-мӗшӗнче Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн чиркӗвӗнче литурги ирттерчӗ. 

Чиркӳ калăпăшӗпе капмар пулин те Патриарх кӗллине хутшăнас шутпа килнисем пурте шала вырнаçаймарӗç. Çавăнпа кӗлле пăхма тата хутшăнма май пултăр тесе чиркӳ картишне пысăк экран лартнăччӗ. Унсăр пуçне «Татарстан – Новый век» телеканал пулăшнипе «Спас» тата «Союз» телеканалсенче тӳрӗ эфирта та кӗлӗ пăхма пултарчӗç çынсем.  

 

Çапах чиркӳре ура пусма та вырăн çукчӗ, халăх çапса хӗснӗ пек, пурте Святейшие çывăххăн курасшăн. Унран пил пархатарне илме килнисем те йышлăччӗ. Йывăр чирпе асапланакансене чи малти рете тăма май туса панă, уйрăмах ДЦПпа аптракансем нумайăнччӗ. 

Чиркӳре пулин те халăх малтанласа пасарти пек сӗрлерӗ, пӗр-пӗрне чышкаласа умнелле талпăнни те, мăкăртатни те пулчӗ. Мӗнле айван вӗт-ха эпир, этемсем, тек çылăхсен чури пулса пурăнатпăр. 

Кирилл Патриарх литурги пуçласан пурте шăпланчӗç вара. Унра чăннипе темле вăйлă хăват тапса тăрать. Турă пархатарӗ ун урлă анса пурне те витнӗ пек туйăнчӗ. Кӗлӗри кашни сăмахӗ ăнланмалла, чӗрене кӗрсе вырнаçать тӳрех. 

Майăн 21-мӗшӗ Аслă Мăнкунăн 6-мӗш эрнинче суккăр апостола тата евангелиста Иоанн Богослова асăннипе тӗл килет. Çавăнпа сыптариччен Хусанти тӗн семинарийӗн ректорӗ, протоиерей Владимир Самойленко ун çинчен проповедь вуларӗ. 

Патриарх Хусана килсе кайни тепӗр пысăк пулăмпа та тӗл килчӗ. Майăн 19-мӗшӗнче Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн соборне çветтуй Георгийӗн ӳт пайӗ­сене илсе килнӗ. Святейший чи малтан, литурги пуçличчен, çветтуй Георгийӗн ӳтне выр­наçтарнă ковчег тата Турă Амăшӗн Хусан турăшӗ умӗнче пуç тайрӗ. 

Сăмах май, собор умӗнче Мускав тата Пӗтӗм Руç Пат­риархне Кирила ТР Патша­лăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов, ТР Премьер-­министрӗн çумӗ Олег Коробченко кӗтсе илчӗç. Каярах вӗсем те çынпа пӗрле кӗлӗре тăчӗç.   

Литурги вăхăтӗнче журналистсем Синодăн обществăпа тата МХХсемпе Чиркӳ хутшăнăвӗсен уйрăмӗн председателӗпе Валерий Легойдапа тӗл пулчӗç. Ун сăмахӗпе, Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Хусана килни хăйне пӗр пысăк пулăм тата Святейший Хусанти форума хутшăнма кăмăл туни хăй çак мероприятин пысăк пӗлтерӗшне кăтартса парать. Форумăн сессийӗсенче, тӗлпулăвӗсенче сӳтсе явнă ыйтусене Патриарх куллен пысăк тимлӗх уйăрать. 

Святейший Владыкăпа Тутарстан Раисӗн тӗлпулăвӗ те ăшă лару-тăрура иртрӗ. Тӗрлӗ ыйтусене çӗклерӗç вӗсем, паллах, тӗп вырăнта Тутарстанри патшалăхпа чиркӳ хутшăнăвӗсем пулчӗç», – терӗ Валерий Легойда. 

Вăл пӗлтернӗ тăрăх, Кирилл Патриарх «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнӗн ларăвне те хутшăннă, Пăлхарти  Ислам академине çитсе килнӗ. Унта вăл тӗрлӗ çӗршывран килнӗ тӗн лидерӗсемпе курса  калаçнă. 

Кӗлӗ пӗтсен Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл Святейший Владыкăна Хусан митрополине килнӗшӗн чӗререн тав туса çветтуй асапçă Ермогенăн турăшне парнелерӗ.  Ăна Ермогена çветтуйсен шутне кӗртнӗ чух, 1913 çулта çырнă. 

Ун хыççăн Кирилл Патриарх ӗненекенсен умне Первосвятитель сăмахӗпе тухрӗ. 

«Çак Соборта пулни хăйне евӗр туйăмсем çуратать. Ăна Тутарстан çӗрӗ çинче тума йышăнни нумай япалана ăнлантарса парать. Чи малтан, православи çыннисен вăйлă ӗненӗвне. Енчен те çынсен ӗненӗвӗ тарăн пулмасан, чиркӗве çӳремесен çак Собор пулмастчӗ. Турă хăй пире çакăн пек вырăнсенче пуçтарăнма майсем туса парать. Пӗр-пӗрне юратма пиллени çинчен калакан заповедь те çак çӗр çинче тӗрлӗ халăхсене, тӗрлӗ тӗнпе пурăнакансене туслă пурăнма вӗрентнӗ. Мăсăльмансемпе православи тӗнне тытса пыракансем хирӗçмеççӗ-çке кунта, мӗншӗн тесен Тутарстан хăлăхӗсен пуçне те килмест кун пек япала», – терӗ Святейший Владыка. 

Унтан Патриарх Хусан соборне – Евангели, Кирилл мит­рополита хӗрес парнелерӗ тата Çветтуй чиркӳшӗн тăрăшакансене III степенлӗ Серафим Саровский ячӗллӗ  орден парса чысларӗ. 

Юлашкинчен Кирилл Патриарх архиерейсемпе пӗрле чиркӳ картишне пытарнă Феофан митрополит вилтăприйӗ çине чечексем хучӗ.  

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев