Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кирлинчен йывӑртарах тиев штраф патне илсе ҫитерет

Виҫепе габаритӑн автоматлӑ пункчӗсем урлӑ иртнӗ май, нормӑран иртекен тиев ятарлӑ табло ҫинче курӑнать

Водительсене тиев турттарас йӗркесене пӑхӑнманшӑн явап тыттарӗҫ. Тутарстанри районсенче виҫепе габарит контролӗн 8 пункчӗ ӗҫлет.
"Ҫул-йӗрпе ҫӳрессин хӑрушсӑрлӑхӗ" патшалӑх учрежденийӗ йывӑр тиевлӗ транспорт водителӗсене груз турттармалли йӗркесене аса илтернӗ.
"Йывӑр виҫеллӗ транспорт хатӗрӗсем ятарлӑ разрешенисӗр, е виҫепе габарит параметрӗсенчен иртсе ҫулпа пыни правона административлӑ майпа пӑсни шутланать. Уншӑн водителӗн правине туртса илме пултараҫҫӗ, юридици сӑпачӗсене 500 пин тенкӗ таранччен штраф пама", – тесе пӗлтереҫҫӗ учрежденирен.
Виҫепе габаритӑн автоматлӑ пункчӗсем урлӑ иртнӗ май, нормӑран иртекен тиев ятарлӑ табло ҫинче курӑнать. Виҫе параметрӗсем иртнине водительсене пӗлтерме infoktg.ru порталпа усӑ кураҫҫӗ, унта транспорт хатӗрне виҫнин тӗплӗ результатсене кӑтартнӑ. Пунктсенче транспорта виҫнӗ результатсем даннӑйсене шӗкӗлчекен центра яраҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх ГИБДД административлӑ явап тыттарасси пирки йышӑну тӑвать.
Штраф ан паччӗр тесен водительсен габарита виҫене кирлинчен ирттермелле мар, е йывӑр тиев турттарма ятарлӑ ирӗк илмелле. Разрешенисем виҫе контролӗн пункчӗсенче парӑнаҫҫӗ.  ГБУ «Безопасность дорожного движения» сайтӗнче кирлӗ информаци пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев