Кивӗ Ӳсел шкулӗнче чăваш чӗлхине вӗрентекенсем пуçтарăнчӗç
Январӗн 21-мӗшӗнче Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗнче Аксу районӗнчи шкулсенче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен семинар-практикумӗ иртрӗ. Унăн теми – «Тăван чӗлхене вӗрентессинче фольклорпа усă курни: майсем тата пуласлăх».
Хăнасене кӗçӗн классенче вӗренекенсем кӗтсе илчӗç. Ленинград блокадине сирнӗренпе 82 çул çитнине халалласа ачасем «Блокада чӗкеçӗ» мастер-класс хатӗрленӗ. Софья Нестеровăпа Давид Утеев Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи çав хăрушă кунсем пирки тӗплӗн каласа пачӗç. Аппликацие мӗнле тумаллине тӗплӗн ăнлантарчӗç. Педагогсем хаваспах ӗçе пуçăнчӗç. Кăмăл пуррисем пылак шашкăлла вылярӗç.

Кивӗ Ӳсел шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Николаевна Титова хăйӗн опычӗпе паллаштарчӗ – 7-мӗш класра «Междомети» темăпа уçă урок ирттерчӗ. Ун хыççăн семинара хутшăннă вӗрентекенсем урока тата «Аталан» форума хутшăннисен мастер-класне сӳтсе яврӗç.
Çавăн пекех пирӗн шкулта ӗç урокӗсене ертсе пыракан Наталья Васильевна Ерхонина ертсе пынипе 9-мӗшпе 10-мӗш классенче вӗренекенсемпе тӳрех икӗ мастер-класс кăтартрӗç хăнасене – чăваш пукани тума вӗрентрӗç. 9-мӗшсем управçă-пукане пирки тӗплӗн ăнлантарса пачӗç, хăнасене парнелерӗç.

Семинара хутшăнакансене Борис Андреевич Захаров шкул музейне ертсе кайрӗ. Кружока çӳрекен ачасем вӗрентекенсене унти стендсемпе паллаштарчӗç.
Унтан кӗçӗн классене вӗрентекен Людмила Денисовна Левашова, Роза Кузьминична Питимирова тата Лидия Николаевна Чернова Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă класс тулашӗнчи мероприяти ирттерчӗç. Пӗчӗк артистсем «Пукане» чăваш халăх юмахӗ тăрăх лартнă сценка лартса пачӗç. Çавăн пекех чăвашла, вырăсла тата тутарла туслăх çинчен çырнă сăвăсем каларӗç.
Тăван чӗлхене упраса хăварса аталантарассине паянхи кун шăпах çак предмета вӗрентекен учительсем пысăк тӳпе хываççӗ, вӗренӳ интереслӗ, усăллă пултăр тесе хăйсен ăсталăхӗпе пур енлӗн усă кураççӗ. Шел те, нумай йывăрлăхпа тӗл пулма тивет вӗсен хальхи саманара.
Лидия ЧЕРНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев