Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КЛУБ ТА УÇРӖÇ, ПЫЛ ФЕСТИВАЛЬНЕ ТЕ ИРТТЕРЧӖÇ

Çак кунах Чăваш Çӗпрел ялӗнче тӗпрен юсанă хăççăн Культура çурчӗ уçăлчӗ. Тӗрӗсрех каласан, нумай функциллӗ центр

Августăн 27-мӗшӗ Çӗпрел районӗшӗн пулăмсенчен пуян пулчӗ. Мероприятисем ТР Премьер-министрӗ шайӗнче иртни яваплăха пушшех ӳстерет. Кун районти вăрман хуçалăхӗнче вырăнти агрофирмăсем тăрăшнипе йӗркеленӗ тухăç куравӗпе пуçланчӗ. Вăтам шкулсем те ку ӗçе хутшăннă, вӗсем хăйсем акса ӳстернӗ пахча çимӗçе илсе килнӗ. Çав вăхăтрах район центрӗнче Пӗтӗм Раççейри пыл ярмăрккипе чечек фестивалӗ ӗçлерӗ. Иккӗмӗшӗшӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсемпе ача-пăча сачӗсем яваплă пулнă.

Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров пӗлтернӗ тăрăх, пыл фестивалӗ кăçал шучӗпе иккӗмӗш. Пӗлтӗр унта 2 регион хутшăннă пулсан кăçал 5 таранах пуçтарăннă. Ярмăрккăна хурт-хăмăр ӗрчетессипе çыхăннă проблемăсем çине тимлӗх уйăрас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ун программине куравсăр пуçне семинарсемпе мастер-классем кӗнӗ.

Çак кунах Чăваш Çӗпрел ялӗнче тӗпрен юсанă хăççăн Культура çурчӗ уçăлчӗ. Тӗрӗсрех каласан, нумай функциллӗ центр. Ăна уçнă çӗре ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, район ертӳçи Марат Гафаров, Чăваш Çӗпрел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Виталий Землемеров тата ял-йыш хутшăнчӗ. Унччен маларах çак ялтах спорт площадкине уçнăччӗ. ТР спорт министрӗ Владимир Леонов хăй хутшăнчӗ çак мероприятие.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев