Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кофе ӗçетпӗр-и?

Кофе юратакансем йышлă пирӗн хушăра чылайăшӗ кофене сӗт хушаççӗ. Çакна тухтăрсем сивлеççӗ иккен. Сăлтавӗ?

Кофе юратакансем йышлă пирӗн хушăра чылайăшӗ кофене сӗт  хушаççӗ. Çакна тухтăрсем сивлеççӗ иккен. Сăлтавӗ?

Кофе организмри веществосен ылмашăвне хăвăртлатать, сӗтре пирӗн шăмăсемшӗн кирлӗ кальци пур. Йăлт йӗркеллӗ пек, кофе те, сӗт те çынна усă кӳмелле. Чăннипе лару-тăру урăхларах – сӗтри казеин (сӗт белокӗ) кофери антиоксидантсен хăватне чакарать, ку пӗрре. Иккӗмӗш сăлтав – вар-хырăм сӗтпе хутăшнă кофене йывррăн ирӗлтерет.

Çав вăхăтрах савăнтаракн хыпар та пур . Тӗслӗхрен, стоматологсем кофене сӗтпе шуратнине ырлаççӗ – шăла сахалрах «сăрлать» теççӗ. Кофе ӗçнӗ хыççăн çăвара таса шывпа чӳхени шăлсемшӗн уйрăмах усăллă пулнине ӗлтереççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье