Команда тренерӗ çавах-ха
«Рубин» футбол клубӗн ертӳçисем командăн тӗп тренерне Юрий Уткульбаева улăштарас шухăшлă текен сас-хура вăл Хусанта Пӗрремӗш лигăн аутсайдерӗпе «Велеспа» 1:1 шутпа вылянă хыççăн тухрӗ
Апрелӗн 7-мӗшӗнче «Рубин» Аçтăрханри «Волгарьпе» 0:0 вылянă хыççăн Уткульбаев отставки çинчен татах калаçма тытăнчӗç.
Тунтикун хăш-пӗр хыпар хатӗрӗсем Уткульбаев вырăнне ларма пултаракан çынсен хушамачӗсене çыра пуçларӗç: Рашид Рахимов, Андрей Талалаев, Игорь Шалимов, Мурад Мусаев. Ун хыççăн «Сочи» хăйӗн тренерӗпе Курбан Бердыевпа сывпуллашма хатӗрленни çинчен пӗлтерчӗ.
Бердыевпа «Рубина» нумай çӗнтерӳ çыхăнтарса тăнине нумайăшӗ астăваççӗ. 2002 çулта вăл командăна Премьер-лигăна илсе тухрӗ, унтан команда Раççейри мӗн пур титула çӗнсе илчӗ. Европăра «Баварине» çӗнтерни мӗне тăрать.
«Команда Юрий Уткульбаев ертсе пынипе план тăрăх «Шинникпа» выляма хатӗрленет», – тесе пӗлтернӗ «КВ» журналистне Хусан клубӗн пресс-службинче.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев