Комсомолец значокне нумайӑшӗ кӑларса пӑрахман
Ҫамрӑксен идеологийӗ ҫӗршывра пулмалла, унсӑрӑн йӗрке тума йывӑр пулать
Комсомол вӑл коммунистической союз молодёжи сӑмахсене кӗскетни. Рабочисемпе хресчен ачисем ӑна 1918 ҫулта октябрӗн 29-мӗшӗнче йӗркелесе янӑ.
Комсомолецсем яланах КПСС тӗревӗ тата резервӗ пулнӑ – коммунизмӑн ҫамрӑк строителӗсем. Вӗсем вӑрҫӑра та хӑйсене паттӑр пек кӑтартнӑ, 1941-1945 ҫулсенче 3 пин ҫурӑ комсомолец СССР Геройӗ пулса тӑнӑ. Целина, БАМ, ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ ытти стройкӑсем комсомолецсемпе ҫыхӑннӑ, Чернобыльти аварие сӳнтересси те.
Шӑп ҫак кун, октябрӗн 29-мӗшӗнче наука, техника, производство, культура, педагогика сыерисенче палӑрнӑ ҫамрӑксене Ленин комсомолӗн премине панӑ.
Анчах Союз аркансан ВЛКСМ кун-ҫулӗ те вӗҫленет, организацие салатса яраҫҫӗ. Ҫапах манса каймаҫҫӗ. Комсомолец пулнӑ ҫынсем хӑйсен уявне шавлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ, мӗншӗн тесен влаҫра комсомолра пулнӑ ҫынсем нумай-ха.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев