Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОНКУРСРА – АНАТКАМĂСЕМ

Чăвашсем те хастар хутшăнчӗç концерта

«Тутарстанри культурăн тӗп хули» конкурс малалла пырать. Майăн 23-мӗшӗнче Хусанти «Сайдаш» Культура центрӗнче Анат Кама хулипе паллашма май пулчӗ. 

 

«Восхождение» çамрăксен театрӗн артисчӗсем хăнасене фойерех кӗтсе илчӗç. «Хәзинә» фольклор ушкăнӗ те çакăнтах, халăх юррисене хула çыннисем чарăнса тăрсах итлеççӗ. Ялсенчи Культура çурчӗсенче ӗçлекенсемпе район­ти Культура çурчӗн сотрудникӗсем «Авылкаем» интерактивлă площадкăра кил-çурт тавра­шӗнче тăвакан ӗçсене кăтартаççӗ, мастер-классем ирттереççӗ. Çакăнтах ТР халăх художникӗн А.С.Фатхутдиновăн тата Анат Камăри паллă художниксенчен пӗрин, ТР тава тивӗçлӗ художникӗн И.Х.Муртазинăн картинисен куравӗ ӗçлет. Хулари 1№ Ача-пăча ӳнер шкулӗ те пултаруллă вӗренекенӗсен ӗçӗсене Хусана илсе килнӗ. 

Анат Камăра пурăнакан халăхсен музыка инструменчӗсемпе, тумӗсемпе, кил-тӗрӗшре усă куракан япалисемпе паллашма та кăсăк пулчӗ. 

Хулан тӗп библиотекин тытăмӗ музыкăпа литература гостиннăйне йӗркеленӗ. ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ С.М.Загриева ертсе пыракан камерлă хор та çакăнтах илемлӗ юрă шăрантарать. 

Анат Камăра çуралса ӳснӗ паллă çынсем çинчен каласа паракан стенда юратса, çыннисене сума суса хатӗрлени куçкӗрет, Хусанта пурăнакан ентешӗсем кунта кӗпӗрленсе тăрсах палланă çынсем çинчен çырнисене тишкерчӗç.

Каçхине анаткамăсен юрри-ташшине курса хаклама пулчӗ. Кунта пурăнакан чăвашсем те хастар хутшăнчӗç концерта. Залра ларакансене Татьяна Носевич ертсе пыракан «Шăнкăрав» фольк­лор халăх ансамблӗ тата Галина Волкова илемлӗх ертӳçи пулса ӗçлекен «Тамаша» халăх театрӗ чăваш юррисемпе савăнтарчӗç, шӳтлесе те илчӗç, ташласа та кăтартрӗç. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев