Пирӗн республикӑран конкурсра 22 производитель хутшӑнать
Тутарстанран "Вкусы России" конкурса хутшӑнакансем производствине аталантарма укҫа гранчӗ ҫӗнсе илме пултараҫҫӗ. Вӗсем пурте тӗревпе аталанӑвӑн федераллӑ программине кӗреҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен "Татар-информ" агентствора иртнӗ пресс-конференцире ТР ял хуçалăх минтстрӗн ҫумӗ Наиль Залаков каласа панӑ.
"Конкурса хутшӑнакан кашни ҫын унтан хӑйне валли мӗн-тӗр илсе тухать. Тӗрев, грантсем ку чухне продукта кӑларассинче", – тенӗ спикер.
Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, заявкӑсем 100 ытла пулнӑ пулсан та, Тутарстанран конкурсра 22 производитель хутшӑнать. Онлайн-сасӑлав декабрӗн 2-мӗшӗччен пырать, ҫӗршывра пурӑнакан кирек кам та сайта кӗрсе Тутарстанри е урӑх субъектри килӗшнӗ продуктшӑн сасӑлама пултарать.
Нет комментариев