Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кореецсене тутар юрри -ташшипе паллаштараççӗ

Апрелӗн 11 — 25-мӗшӗсенче Пхеньянра (КНДР) «Апрельская весна» туслăх фестивалӗ иртет


Апрелӗн 11 — 25-мӗшӗсенче Пхеньянра (КНДР) «Апрельская весна» туслăх фестивалӗ иртет

Тутарстан Патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ «Апрельская весна» КНДР фестивальне хутшăнать. Фестиваль Корея Халăх демократи республикин тӗп хулинче Пхеньянра апрелӗн 11 — 25-мӗшӗсенче иртет. Тутарстан коллективӗ онлайн-форматпа хăйӗн юрри-ташшине кăтартӗ. Программăна тутар халăх культурин шедеврӗсене кӗртнӗ: тăсса юрламалли «Зубаржат», çăмăл çемӗллӗ «Кун авылы кое» юрăсем. «Девичник», «Джигиты», «Гармонь-гармонь» ташăсенчен тутар наци хореографийӗпе паллашма пулать. «КНДР çыннисене тутар культурипе, йăли-йӗркипе ташă-юрă урлă паллаштарасси пирӗншӗн пысăк чыс та яваплăх. Фестиваль пулăшнипе КНДР халăхӗпе пирӗн туслăх çирӗпленӗ тесе шутлатпăр. Ку вӗсен пуян культурине нумайрах пӗлме май парӗ тетпӗр», — каласа панă ТР Патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн директорӗ Юрий Жуков. 

«Апрельская весна» туслăх фестивалӗ онлайн-форматпа иртет. Фестивале хутшанакансен видеопрограммине «Корейское искусство» сайта вырнаçтараççӗ. Илемлӗ пултарулăх коллективӗсен, уйрăм юрăçсен, музыкантсен программисене йӗркелӳ комитечӗ пысăка хурса хакласан Корея халăх демократи республикин тӗп телевиденийӗпе кăтартаççӗ. 

«Апрельская весна» илемлӗ туслăх фестивалӗ 1982 çухи апрель уйăхӗнче пӗрремӗш хут старта тухнă. Унăн тӗллевӗ тӗрлӗ çӗршывсенчи кульутра тата искусство ӗçченӗсемпе хутшăнса ӗçлесси, çапла майпа çӗршывсен хушшинчи туслăха çирӗплетесси пулса тăрать.

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура