Коронакризиса пурӑнса ирттермелли канашсем
Ун ҫинчен ялан шутламалла мар
1. Спортпа аппаланӑр. Кӑмӑл-сипет проблемисемлӗ ҫынсем кирек мӗнле информацине те йывӑрпа йышӑнаҫҫӗ. Психолог вӗсене мышца тонусне тытса пыма, ытларах уҫӑ сывлӑшра ҫуран ҫӳреме, иммунитетне ҫирӗплетме сӗнет.
2. Информацине ала витӗр кӑларӑр. Ҫакӑ унтан-кунтан илтнӗ хыпара шанса пӑрахакансене уйрӑмах пырса тивет. Малтан вӗсен хӑйсем кам пулнине ӑнланса илмелле, унтан информацие объективлӑн йышӑнма тата ӑна чакарма. Хыпарсене эмоцисем витӗр мар, логика витӗр кӑлармалла.
3. Пурнӑҫри ӗмӗртен пыракан пахалӑхсем ҫине тимлӗх уйӑрмалла. Пӗлӗр, сирӗн пуҫӑр тӑрринче тӳпе пур, унта хӗвел пӑхать, сывлӑш пур, йывӑр вӑхӑтра тӗрев пама хатӗр ҫывӑх ҫыннӑрсем пур. Пахалӑхсем шутне юратнӑ фильмсем, кӗнекесем, музыка, килти чӗрчун пулма пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев