Коронавирус чакма шутламасть-ха
Пурӗ Тутарстанпа 960 çын COVID-19 инфекцийӗпе 960 çын чирленӗ, 115 çын сывалнă. ИВЛ аппарачӗ айӗнче çаплипех 3 çын выртать.
Тутарстан Республикинче çӗнӗ инфекцие тепӗр 66 çынра тупса палăртнă. 15 çынна госпитализациленӗ, 51-шӗ сипленӗве килӗсенче ирттереççӗ (вӗсен çăмăл симптомсӗр форма). 9 çын республикăна урăх çӗртен килнисем, 57-шӗ чирлӗ çынсемпе хутшăнса чир ертнӗ.
Вӗсенчен 18 тултарманнисем – 8 ача, 18-тан 30 çула çити – 6 çын, 30-тан 50 çула çити – 25 çын, 50-ран 60 çула çити – 12 çын, 60-тан 70 çула çити – 7 çын, 70-тен 80 çула çити – 5 çын, 80-ран 90 çула çити – 2 çын, 90-ран иртнӗ 1 çын.
Паян тупса палăртнă чирлисен географийӗ çакнашкал:
Хусан – 27, Çырчалли – 6, Анат Кама – 6, Лайăш – 5, Азнакай – 4, Саба – 3, Балтаси – 3, Çӗпрел районӗ – 3, Атня районӗ – 2, Элмет – 2, Сарман – 1, Пестрецы – 1, Çӳльту – 1, Ешӗлвар – 1, Ютазă – 1.
Пурӗ Тутарстанпа 960 çын COVID-19 инфекцийӗпе 960 çын чирленӗ, 115 çын сывалнă. ИВЛ аппарачӗ айӗнче çаплипех 3 çын выртать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев