Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавирус Тутарстанра ҫук пулсан та, асӑрханни пӑсмасть

Чӗрчунсемпе тинӗс продукцийӗ сутӑнакан пасарсене кайса ҫӳремелле мар

 

Китайри ҫӗнӗ коронавирус тупнӑ вӑхӑт шӑпах пирӗн патра грипп эпидемийӗ пу"ланнӑ тӗле лекнӗрен-и, хӑш-пӗр ҫынсен сехрисем хӑпма ӗлкӗрнӗ. Хӑрама кирлӗ мар. Ҫапах та профилактика ҫинчен те манма юрамасть.
Роспотребнадзорӑн Тутарстанри Управленийӗ эпидемие хирӗҫ ӗҫсем туса ирттерет.
" Хусан" тата "Бегишево" аэропортсенчи РФ Патшалӑх чиккинчен каҫмалли пунктсенче ҫӗнӗ вирус сарӑлнӑ ҫӗршывсенчен килекен ҫынсене икӗ хут вӑйлӑ тӗрӗслеме ятарлӑ тепловизор оборудованийӗ вырнаҫтарнӑ.
Вӗҫсе килекен мӗн пур пассажиртан симптомсем пирки тӗпчесе ыйтаҫҫӗ. Вӗсене килнӗ хыҫҫӑн 14 кун хушшинче мӗнле те пулин чирӗн симптомӗсем палӑрсан, тӳрех врачсем патне каймаллине асӑрхаттараҫҫӗ.
Пурӗ ҫак кунсенче Китайран вӗҫсе килнӗ 7 рейса тӗрӗсленӗ. 2500 ҫын хушшинче инфекциллӗ чирсемлӗ тата пысӑк температурӑллисене тупса палӑртман.
2020 ҫулхи январь уйӑхӗнче Хусанти медиксем патне Китайран таврӑннӑ 12 ҫын пулӑшу ыйтса пынӑ. Пурне те госпитализацилесе ҫӗнӗ коронавирус пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Тупайман.
Чир ан сарӑлтӑр тесен асӑрханмалла:
– Китая кайма пуҫтарӑнмалла мар;
– Ытти ҫӗршывсене кайнӑ чухне унти эпидемиологи лару-тӑрӑвне тӗрӗслемелле;
– Чӗрчунсемпе тинӗс продукцийӗ сутӑнакан пасарсене кайса ҫӳремелле мар;
– Пиҫмен апата ҫимелле мар, путулккасенчи шыва кӑна ӗҫмелле е вӗретнине;
– Зоопарксемпе чӗрчунсене кӑтартакан мероприятисене хутшӑнмалла мар;
– медицина маскисем тӑхӑнса ҫӳремелле;
– апат умӗн алӑ ҫумалла тата урамран кӗрсен;
– Китайран е ют ҫӗршывран таврӑнсан, хӑвӑр сывлӑхӑра икӗ эрне хушши тимлемелле.

#КоронавирусРТТМ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев