Коронавирусран сиплемелли эмел пульницасене ҫитнӗ
Унӑн презентацине нумай пулмасть Раҫҫейре ирттернӗ
Тутарстана COVID-19 хирӗҫ кӗрешмелли медицина препарачӗн пӗрремӗш партине илсе килнӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинчен пӗлтернӗ.
"Авифавир" препарата Раҫҫейре тунӑ, ӑна майӑн 29-мӗшӗнче регистрациленӗ.
Раҫҫейри тӳрӗ инвестицисен фончӗ тата "Химрар" компани пӗрле тунӑ ҫак эмеле. Ӑна коронавирусран усӑ кураҫҫӗ.
"Паян вӑл Ҫырчаллине ӑсанать тата Хусанти клиникӑсене леҫӗнет. Препарата коронавирус инфекцийӗн вӑтам йывӑрлӑхлӑ форминчен сипленнӗ чухне усӑ кураҫҫӗ, – тесе пӗлтернӗ журналистсене сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Фарида Яркаева.
" Авифавирӑн" пӗрремӗш партийӗсем Мускав, Ленинград, Новгород, Киров, Чулхула облаҫӗсенчи пульницасене ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех Тутарстан Республикипе Екатеринбург хули те илнӗ препарата.
"Авифавира" Раҫҫейре те нумай ҫӗрте ыйтаҫҫӗ, ют ҫӗршывсем те (10 ытла) кӑсӑкланаҫҫӗ унпа",– тесе пӗлтернӗ Раҫҫейри тӳрӗ инвестицисен фончӗн генеральнӑй директорӗ Кирилл Дмитриев.
Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансене ҫак препарата ОМС программипе тӳлевсӗрех парӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев