Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОСМОНАВТ ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

П.В.Дементьев музейӗнче Космонавтика кунне халалласа Çӗнӗ Упири тӗп шкулта вӗренекенсем валли «Космоса парăнтарни» музей урокӗ иртрӗ.

Мероприятие хутшăнакансем космоса парăнтарассипе çыхăннă пирвайхи пулăмсем çинчен нумай кăсăклине пӗлчӗç: пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин, хӗрарăм-космонавт Валентина Терешкова çинчен, Шуршăлта çуралнă, тӗнче уçлăхне çӗкленнӗ чăвашсен мухтавлă «кăйкăрӗ» Андриян Николаев пирки те мăнаçланса калаçрӗç.

«Çăлтăрлă сехет» вăйăра хăйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗç, космос енӗпе тавракурăмне анлăлатрӗç тата пуянлатрӗç. Пулас космонавтăн сывлăхлă та çирӗп хул-çурăмлă, спортпа туслă пулмалла.

Çӗр çинчи пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин 1961 çулхи ака уйăхӗн 12-мӗшӗнче «Восток-1» космос карапӗпе вӗçсе хăпарас умӗн каланă «Кайрăмăр!» сăмахпа вӗçленчӗ Космонавтика кунӗ.

Уява пӗтӗмлетнӗ май çакнашкал уроксем ачасенче хамăр çӗршывпа мăнаçланас тата патриотизм туйăмӗсене ӳстерессе, вӗсен хушшинче те пулас космонавтсем ӳссе çитӗнессе шанас килет.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: космос