Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОВИД–19 КАЙМАН. ÇӖНЕЛСЕХ ПЫРАТЬ

Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ(ВОЗ) ковидăн EG.5 штамне, «эрис» çӗнӗ линине тупса палăртнă тесе пӗлтерет Роспотребнадзор.

Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ(ВОЗ) ковидăн EG.5 штамне, «эрис» çӗнӗ линине тупса палăртнă тесе пӗлтерет Роспотребнадзор. Вирусологсем ăна «омикронпа» çывăх тесе шутлаççӗ. «Эрис» «кракнран» самай чеерех, хăвăрттарах ереть. Ăна пӗрремӗш хут кăçал февралӗн 17-мӗшӗнче асăрханă. Паянхи кун вара ковидăн ытти тӗсӗсемпе чирлисемпе танлаштарсан «эрис» 11,6 процента çитнӗ. «Эриса» Китайра, АПШра, уйрăмах Великобританире анлă сарăлнă тата Европăпа Азири хăш-пӗр çӗршывсенче – пӗтӗмпе 51 çӗршыв – пурри паллă. Раççейре паянхи куна эриспа чирлӗ 17 çынна палăртнă. те çак шута кӗрет.

Çӗнӗ штамм иммунитет хӳтӗлевӗнчен питӗ чеен пăрăнма ӗлкӗрет. «Эриса» çак паллăсенчен пӗлме пулать:  сунас, пуç ыратать, ывăнтарать, апчхилеттерет, пыр ыратать.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье