Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кӳршӗ хулана кайма тухнă пике 20 пин тенкисӗр юлнă

ТР ШӖМӗ тепӗр хут аса илтерет, палламан çынпа банк карттисем çинче мӗн чухлӗ укçа пурри пирки нихăçан та ан калаçăр. Хуть ăçтан шăнкăравласан та, вӗсем каланă реквизитсем çине укçа ан куçарăр.

Çамрăк анне 700 пин тенкисӗр юлнă

Пăва тăрăхӗнчи декрет отпускӗнче ларакан 24-ри хӗрарăм каласа панă тăрăх, виçӗ сехет ăна такамсем тӗрлӗ телефонран шăнкăравласа пӗр саслăн тенӗ пек унăн банк картти çинчи укçана такамсем ВСУ валли куçарасшăн тесе хăратнă. Укçине çухатасси килмесен «хăрушсăр» шут çине куçармалла-мӗн унăн. Çапла май хӗрарăма ӳкӗте кӗртнех, 711 пин тенкине ултавçăсене вăл хăй аллипех куçарса панă. Каçхине тин, пулса иртни çинчен тăванӗсемпе калаçнă хыççăн, вăл хăйне улталанине ăнланса илнӗ.Ултавçăсен телефон номерӗсене пурне те Мускав облаçӗнче регистрацилени паллă.

Кӳршӗ хулана кайма тухнă та...

Çамрăк хӗр кӳршӗ хулана çитмешкӗн çула май каякан машина шыранă. Ятарлă приложенире кăтартнă телефонпа шăнкăравланă та «водитель» ăна ярса панă ссылкăпа кӗрсе хăйӗн банк карттин реквизичӗсене çырма ыйтнă. Хӗр иккӗленмен те, мӗн хушнине пурнăçланă. Çырса янă хыççăнах банк картти çинчен 20 пин тенкӗ укçине илни пирки сообщени килнӗ...

Палламан çын ырă шухăшпа ссылка ярса паманнине, ун тăрăх куçма юраманнине тепӗр хут аса илтеретпӗр.

ТР ШӖМ пресс-службин материалӗсем тăрăх

Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #происшествия