Кӳршӗсем гайкăсене хӗстереççӗ
Чăваш Республикинче 65-рен иртнисен каллех самоизоляцине кайма тивет
Çын шучӗпе Чăваш Ен пиртен виçӗ хут сахалрах пулсан та, кӳршӗсен коронавирус кăтартăвӗсем Тутарстанăннинчен çӳллӗрех. Пандемия пуçланнăранпа унта 10 пин ытла çын коронавируспа чирленӗ, çак чире пула 152 çын вилнӗ. Кулленхи статистика та савăнтармасть.
Çакна кура Олег Николаев 2020 çулхи июлӗн 20-мӗшӗнче тухнă 166 номерлӗ Указа улшăнусем кӗртнӗ. Ун тăрăх, апатлану заведенийӗсен 23:00 сехетчен кăна ӗçлемелле. Çынсен обществолла транспортра, лавккасенче, таксире, парковкăсенче, лифтсенче те маскăпа пулмалла. 65 çултан аслăрах тата теветкеллӗх ушкăнӗнчи çынсен самоизорляци режимне пăхăнмалла. Çапах вӗсен çӳпӗ-çапă кăларса тăкма, лавккана продуктсем илме кайма, йытă-кушакӗсене уçăлтарма, физкультурăпа аппаланма урама тухма юрать.
Самоизоляци режимӗ 65 çултан иртнӗ сывлăх сыхлав ӗçченӗсене, ертӳçӗсене, власть органӗсемпе предприятисен питӗ кирлӗ работникӗсене пырса тивмест.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев