Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗтмен çӗртен пысăк çухату

Паян Пăва районӗ хăйӗн сумлă та хисеплӗ çыннипе, мухтавлă чăвашпа сывпуллашрӗ

Мартăн 20-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кипеккасси ялӗнчи паллă çыннăмăр, Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн пайташӗ, нумай çул Рункă ял хутлăхӗн, вырăнти ял хуçалăх пӗрлешӗвӗн ертӳçи пулса ӗçленӗ Валерий Владимирович Ярхунов пиртен ӗмӗрлӗхе уйрăлса кайрӗ.

В.В.Ярхунов чăваш халăхӗ хушшинче ырă ӗçӗсемпе палăрса тăчӗ, яланах тăван халăхпа пӗрлеччӗ. Унăн тӗрӗс сăмахӗ, кирлӗ канашӗ обществăлла ӗçре ялан вырăнлăччӗ. Пысăк çухату.

Ырă кăмăллă, сăпайлă чăваш нумайăшӗшӗн чӗрӗ тӗслӗхчӗ, ăна пур çӗрте те хисеплесе сума сăватчӗç. Валерий Владимирович 68 çултаччӗ. Унăн çутă сăнарӗ яланах пирӗн чӗресенче упранӗ. Тăванӗсемпе, юлташӗсемпе пӗрле хурланни çинчен пӗлтеретпӗр.

ТР ЧНКА Канашӗ, Пăва районӗнчи ЧНКЦ пайташӗсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев