Ку чухне чи кирли – вакцинаци
Эпидемиолог Çӗнӗ çул умӗн гриппа чирлес мар тесен мӗн тумаллине ăнлантарнă
«Чирленӗ çынсем патне хăнана çӳремелле мар. Енчен те сирӗн лавккана, поликлиникăна е çынсем нумай пухăнакан ытти вырăна кайма тивет-тӗк, хӳтӗлев маскине тăхăнма ан манăр, аллăрсене антисептикпа пӗрӗхӗр. Социаллă дистанцие тытма тăрăшăр. Сывă пурнăç йӗркине те пăрахăçлама юрамасть. Пӳлӗмсене уçăлтарăр, урайсене çуса тухăр», – тесе палăртнă Çырчаллинчи Сывлăх сыхлав управленийӗн штатра тăман тӗп эпидемиологӗ Елена Каримова. Ун шухăшӗпе, ку чухне чи кирли – вакцинаци.
«Эсир прививка туса ӗлкӗретӗр-ха. Иммунитет ăна тунă хыççăн икӗ эрнерен йӗркеленме тытăнать. Çырчаллинчи мӗн пур вакцинăра сысна гриппне хирӗç компонентсем пур. Вӗсем эффективлă та, хăрушă та мар», – тесе ăнлантарнă эпидемиолог.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев