Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку фестивале Раççей халăхӗсен авалтан пыракан чăн-чăн культурине хаклакансем пухăнаççӗ

Тутарстанри чăвашсен ятӗнчен кăçал фестивальте Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ хутшăннă.  Çӗпрел чăвашӗсем хăнасене халăх юррисемпе паллаштарнисӗр пуçне купăс каласа ташлаттарнă.

Августăн 28-29-мӗшӗсенче халăхсем хушшинчи «Крутушка» этнофестиваль Хусан çывăхӗнчи «Байтик» ача-пăча лагерӗнче 12-мӗш хут иртрӗ. Вăл аслă тата кӗçӗн ăрăва çыхăнтаракан, халăх ăс-хакăлне паракан хутлăх пулса тăрать.

Йăла тăрăх унта тӗрлӗрен музыкантсем, фольклорпа этнографи ушкăнӗсем, ал-ӗç хатӗрӗсем туса кăларакансем тата, паллах, Раççей халăхӗсен авалтан пыракан чăн-чăн культурине хаклакансем пухăнаççӗ.

Çакнашкал мероприятисенче яш-кӗрӗм иртнипе паллашать. Аслă ăру ниме пăхмасăр халăх промыслисене малалла тăсать, йăласене упрать. Уйрăмах, фестивалӗн этнографи пайне хутшăнакансем. «Крутушкăра» крешӗнсен, вырăссен, марисемпе мордвасен, удмуртсен тата чăвашсен юррисем янăранă.

Тутарстанри чăвашсен ятӗнчен кăçал фестивальте Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ хутшăннă.  Çӗпрел чăвашӗсем хăнасене халăх юррисемпе паллаштарнисӗр пуçне купăс каласа ташлаттарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев