Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку сменăна шкул ачисем хальхи профессисене алла илнине халаллӗç

Июнӗн 23-27-мӗшӗсенче Пӳлетри историпе археологи музей-заповедникӗнче Халăхсем хушшинчи çамрăксен «Сәләт» вӗрентӳ форумӗ иртет

Тутарстан Раисӗ тӗрев панипе иртекен пысăк проекта республикăри районсемпе хуласенчен, Раççейри регионсенчен, çывăх тата инçетри ют çӗршывсенчен 14 000 ача хутшăнать. 
Пӗрремӗш сменăра предмет олимпиадисен çӗнтерӳçисемпе призерӗсем, наука конференцийӗсемпе пултарулăх фестивалӗсене хутшăнакансем, нумай чӗлхеллӗ «Адымнар» комплекссенче 6-11 классенче вӗренекенсем тата «Сәләт» пӗрлешӗвӗн профиль сменисене каяс текенсем хушшинче ирттернӗ конкурсра çӗнтернӗ ачасем канаççӗ.  
Тӗрлӗрен наука направленийӗсемпе мастер-классем ирттернин тăрринче кунта тутар чӗлхи тăрать. Сәләт сменисенче ачасем нумай сийлӗ чӗлхе хутлăхне лекеççӗ. Тутар чӗлхи вӗрентӳ программисем вăхăтӗнче, каçхи мероприятисем вăхăтӗнче, сменăн юрри-кӗввисенче те янăрать. 
Хальхи технологисемпе усă курса яш-кӗрӗме тутар чӗлхине явăçтарасси – кану лагерӗн тӗп тӗллевӗ. 
Июлӗн 6-8-мӗшӗсенче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере те чăваш çамрăкӗсем чӗлхене аталантарас çулсене шырас тӗлӗшпе канашлама пуçтарăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев