«Куççуль витӗр – Со слезами на глазах» конкурса видеоюрăсене июнӗн 9-мӗшӗччен йышăнатпăр
«Сувар» хаçат редакцийӗ ирттерекен «Куççуль витӗр — Со слезами на глазах» вăрçă юррисен онлайн-конкурсӗ малалла тăсăлать. Вăл вӗçлениччен нумаях та вăхăт юлмарӗ. Конкурса янă ӗçсем хаçатăн Телеграм-каналти тата «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗсенче #конкурссослезаминаглазах хештегпа тухса пыраççӗ.
Унта хутшăнас тесен вăрçă темипе юрă юрланине (пӗччен те, ушкăнпа та юрать) видео çине ӳкерсе илмелле те редакцие suvar@mail. ru электронлă адреспа е 89179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла. Конкурса ача садне çӳрекенсем те, шкул ачисем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ.
Заявкăра юрлаканăн (е юрлакансен) ячӗ-хушамачӗсене, миçе çултине, миçемӗш класра вӗреннине, ăçта пурăннине, вӗрентекенӗн е конкурса хатӗрлекенӗн хушаматне, ятне тата ашшӗ ятне, видеона ярса параканăн телефон номерне тата электронлă почтин адресне палăртма манмалла мар.
Конкурса янă ӗçсене 2024 çулхи июнӗн 9-мӗшӗччен йышăнатпăр, хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăларатпăр. Çӗнтерӳçӗсене редакци дипломпа тата асăнмалăх парнепе хавхалантарать. Конкурс положенийӗпе тӗплӗнрех http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/so-slezami-na-glazax-vr-iurrisen-konkurs паллашма пулать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев